Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Китай делегацийӗ ыйтнипе «РОСТКИ» форум тепӗр çул август уйăхӗнче иртет

Китайсен ыйтăвне тивӗçтерсе ТР Раисӗ Рустам Минниханов форума августăн 18-19-мӗшӗсене куçарни пирки постановление алă пусса çирӗплетнӗ. «Август уйăхӗ вӗсене пур енӗпе те тивӗçтерет, пӗрремӗшӗнчен çанталăкӗпе тата саккăр цифрăна юратаççӗ китайсем, август саккăрмӗш уйăх-çке. Ăнăçупа пуянлăх палли теççӗ саккăр пирки», — çӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ ноябрӗн 17-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра Росткин пӗтӗмлетӗвӗсемпе иртнӗ пресс-конференцире ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина.

Çитес çул «РОСТКИ: Россия и Китай — взаимовыгодное сотрудничество» бизнес-форума август уйăхӗнче ирттерме йышăннă. Ун вăхăтне китайсем ыйтнипе куçарнă. Сентябрь — ноябрь уйăхӗсен тапхăрӗнче вӗсен хăйсен халăхсен хушшинчи тата çӗршыв шайӗнчи мероприятисем йышлă пулнипе тата августри çанталăк ытларах тивӗçтернипе те, кӗркуннехи йӗпе-сапаллă çанталăк килӗшсех каймасть иккен. 

Китайсен ыйтăвне тивӗçтерсе ТР Раисӗ Рустам Минниханов форума августăн 18-19-мӗшӗсене куçарни пирки постановление алă пусса çирӗплетнӗ. «Август уйăхӗ вӗсене пур енӗпе те тивӗçтерет, пӗрремӗшӗнчен çанталăкӗпе тата саккăр цифрăна юратаççӗ китайсем, август саккăрмӗш уйăх-çке. Ăнăçупа пуянлăх палли теççӗ саккăр пирки», — çӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ ноябрӗн 17-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра Росткин пӗтӗмлетӗвӗсемпе иртнӗ пресс-конференцире ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина. Унсăр пуçне пресс-конференцие Китай Халăх Республикин Хусанти генеральнăй консулӗ Сян Бо, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, ТР Раисӗн Пулăшуçи Олеся Балтусова, строительство, архитектура тата коммуналлă кил-çурт хуçалăхӗн министр çумӗ Владимир Кудряшев хутшăнчӗç. 

Талия Минуллина палăртнă тăрăх, форума Раççейӗн 71 регионӗпе 31 çӗршывран пурӗ 10 пин ытла çын хутшăннă. 
«Китайран кăна 27 административлă йӗркеленӳрен делегацисем килнӗ. Çак çитӗнӳ çулталăк тăршшӗпе пӗрле тăрăшнă ӗçтешсен — мероприяти йӗркелӳçин РФ Правительствин, Китайăн Раççейри посольствин, Китайăн Хусанти генеральнăй консульствин тата форумăн ӗç сессийӗсене хатӗрлекенсен — „Деловая Россия“, „Опора России“ организацисен тивӗçӗ», — терӗ Талия Минуллина. 

Программăна кӗскетмелле

Çавăн пекех Агентство ертӳçи ТР Культура, Спорт министерствисене, Хусан федераллă университетне тав турӗ. Секцисен ӗçӗсем пирки каласа Талия Минуллина вӗсен программи питӗ те пысăк та кăткăс пулнине палăртрӗ. «77 темăпа тӗрлӗ секцисем, 300 яхăн спикер çав тери нумай. Сăмах та çук, программăна оптимизацилемелле. 300 докладне те маларах пăхса тухса тӗпчемелле — тивӗçтерет-и вăл форум тӗллевӗсене, хирӗçлемест-и? Сахал, анчах паха пултăр программа. Çитес çул çавна пăхăнса секцисен ӗçне палăртма йышăнтăмăр», — терӗ Талия Ильгизовна. 
Ун шучӗпе, мӗнпур мероприятисене Казань Экспора ирттермесен те юрать, хăш-пӗрне вӗрентӳ учрежденийӗсен, предприятисен никӗсӗнче те ирттерме пулать. «Хăш-пӗр площадкăсенче хутшăнакансен шучӗ 120 процентран та иртрӗ, теприсенче 10 процент аран пуçтарăнчӗ. Çитес çул кун пекки ан пултăр тесен программăна оптимизацилеме тивет», — палăртрӗ Агентство ертӳçи. 

«РОСТКИ» бизнес-форумра енсем 31 килӗшӳ тунине палăртса хăвармалла. Тутарстан предприятийӗсене йӗркеленӗ экскурсисем тăрăх, хăнасене ытларах вӗрентӳ сферипе промышленность секторӗ интереслентернине палăртмалла. Хими секторӗ вара пысăк интерес çуратман. 
Китайсене «Алабуга» ЯЭЗ ӗçӗ кăсăклантарнă. Ку ӗнтӗ Елабугăра Китайăн паллă реформаторӗ Дэн Сяопин ячӗллӗ логистика центрне йӗркеленипе те çыхăннă.

КХР Хусанти генеральнăй консулӗ Сян Бо «РОСТКИ» форума ӗçлӗ хутшăнусен пӗлтерӗшлӗ пулăмӗ пек палăртрӗ. «Тутарстан Раисӗ делегацисемпе темиçе тӗлпулу ирттерчӗ. Тутарстанпа Китай регионӗсем хушшинчи тӗрлӗ енлӗ ылмашăнăва аталантарассипе килӗшӳсем тунă. Рустам Минниханов Китай компанийӗсемпе тӗл пулни, Тутарстан вӗсемшӗн Раççей рынокне тухмалли площадка пулма хатӗррине пӗлтерни уйрăмах пӗлтерӗшлӗ», — терӗ Сян БО. 
Олеся Балтусова «РОСТКИ» хӳттинче иртнӗ «РЕБУС» форум пирки асăнса хăварчӗ. Кăçал тӗп тимлӗхре агломерацисем пулчӗç. Çак тема паян Раççейре кăна мар ют çӗршывсенче те актуаллă. «Пирӗн форум „РОСТКИпе“ питӗ те ăнăçлă çыхăнчӗ. Ют çӗршывсенчен килнӗ хăнасем унта та, кунта та хутшăнма пултарчӗç», — терӗ ТР Раисӗн Пулăшуçи. 

Ун сăмахӗпе, «РЕБУСра» иртнӗ 17 ӗçлӗ сессие Раççейӗн чи пысăк агломерацийӗсен представителӗсем, пӗтӗмпе 1,2 çын хутшăннă, çав шутран 80-шӗ спикер шутӗнче. «Кашни сессие палăртнă пекех хутшăнакансен шучӗ 100 процент таранах пуçтарăнчӗ. Мӗншӗн тесен агломерацисен малашнехи аталанăвӗ пуриншӗн те актуаллă», — пӗтӗмлетрӗ Олеся Балтусова. 

Хамăрăннисене манас марччӗ

«РОСТКИ» бизнес-форума пӗтӗмлетес пулсан çак саманта палăртса хăвармалла — Хусанта Китай компанийӗсене пулăшассипе ятарлă центр йӗркелеме палăртнине. Ку ӗçе Китай предпринимателӗсен Раççейри союзӗ нумай тӳпе кӗртет. Центр уçассине Рустам Миннихановпа иртнӗ тӗлпулура Союз председателӗ Чжоу Лицюнь пӗлтернӗ. Ун сăмахӗпе, центр Раççейре Китай предпринимателӗсен шутне ӳстерме пулăшӗ. 

Тутарстанра Китай предприятийӗсене аталанма, инвестицисем хывма пысăк майсем туса панине те палăртрӗ вăл. Сăмах май, çӳлерех асăннă союз 4 пин компание пӗрлештерсе тăрать. Центр уçни начар мар пулӗ, анчах çав вăхăтра хамăрăн вырăнти предпринимательсем çинчен манса каяс марччӗ. Мӗнле калас, хамăрăннисем тӗп тимлӗхре юлччăр. 

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ростки: Россия и Китай