Çӗмӗрт çеçкене ларасшăн
Çӗмӗрт чечеке ларсашăн
Пирӗн пахчара.
Çеçкине çурать вăл маншăн,
Юратса юрра.
Шурă юр пек пулăн, çӗмӗрт,
Ытарми хитре!
Хăв илемӳпе эс илӗрт
Ӗмӗр-ӗмӗрех.
Эп сана савса юрлатăп,
Пӗтӗм кăмăлпа.
Юрататăн, тавăратăн
Тутлă шăршăпа.
Сӗртӗнет çеçке ачашшăн
Чӳрече çумне.
Çӗмӗрт чечеке ларасшăн,
Сивӗ çуркунне.