Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Кăмакара пӗçернӗ пӳремеч асăмран тухмасть

Ачалăхран Мăнкун çитни çакнашкал асра юлнă. Ирхине кăмакара çăмарта кукли, пӳремечӗ, çăмарта хăпартни пӗçернӗ тутлă шăршă ыйхă витӗр кăтăклать. Акă, Калăм каç пӗрле сенӗк утланса «тимӗр карта» тытнă атте те кунта юнашарах - сухан хуппипе хӗретнӗ çăмартапа çамкаран çемçен шаккаса вăратать. Мăнкун çитнӗ! Кравать айӗнче пусма ларнă хур шăшш!-латса ларать,...

Ачалăхран Мăнкун çитни çакнашкал асра юлнă. Ирхине кăмакара çăмарта кукли, пӳремечӗ, çăмарта хăпартни пӗçернӗ тутлă шăршă ыйхă витӗр кăтăклать. Акă, Калăм каç пӗрле сенӗк утланса «тимӗр карта» тытнă атте те кунта юнашарах - сухан хуппипе хӗретнӗ çăмартапа çамкаран çемçен шаккаса вăратать. Мăнкун çитнӗ! Кравать айӗнче пусма ларнă хур шăшш!-латса ларать, картишӗнче шăнкăрч сасси. Анне çӗнӗ кӗпе хатӗрлесе хунă ӗнтӗ, пӗлет çăмарта пуçтарма каяссине. Тăрса ларатăн та тутлисене çиме. Хальхи чӗлхепе ăна çӗрулми пицци теме пулать пулӗ, çапах та пирӗн ялта çак апата яланах пӳремеч тенӗ. Кăмакара пиçнӗскере - ăна - çисе тăранма çук. Асанне савăнса пăхса ларать мăнукӗ çак авалхи чăваш апатне ерплерех «явнине». Пирӗн халăхăн нумай ун пек апачӗ. Шел пулин те ăна питӗ сайра пӗçереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев