Эпир пӗрле
Раштав уйăхӗн 14-мӗшӗнче Анат Кама хулинчи чăвашсем «Эпир пӗрле» пысăк уяв ирттерчӗç. Уяв иккӗмӗш çул пырать, майӗпен йăлана та кӗчӗ тесен юрать. 34-мӗш гимназире вӗренекен ачасем куракансене тӗрлӗрен юрăсемпе, чăваш, вырăс, тутар, удмурт ташшисемпе савăнтарчӗç. Унсăр пуçне сцена çинчен азербайджанла, тутарла, чăвашла, вырăсла сăвăсем янăрарӗç. Хулари «Тамаша» чăваш халăх театрӗпе...