Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 26.12-01.01

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Çак тапхăр творчествăлла шухăшсене пурнăçлама, хăвăра аталантарма лайăх. Вăтаннине, хăюсăрлăха, ытлашши асăрхануллăха çӗнтерме пултаратăр. Хăвăр лайăххине тивӗçнине ăнланмалла. Хăюллă пулсан, хăвăра шансан лидер пулатăрах. Плана çӗнӗ пуçарусем кӗртмелле, тӗнчене хăвăр пирки пӗлтерме вăхăт çитнӗ. ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Хăйне евӗр эрне, çăлтăрсем самантлăха чарăнса пурнăç...

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăр творчествăлла шухăшсене пурнăçлама, хăвăра аталантарма лайăх. Вăтаннине, хăюсăрлăха, ытлашши асăрхануллăха çӗнтерме пултаратăр. Хăвăр лайăххине тивӗçнине ăнланмалла. Хăюллă пулсан, хăвăра шансан лидер пулатăрах. Плана çӗнӗ пуçарусем кӗртмелле, тӗнчене хăвăр пирки пӗлтерме вăхăт çитнӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Хăйне евӗр эрне, çăлтăрсем самантлăха чарăнса пурнăç çинчен шутлама сӗнеççӗ. Мӗншӗн тесен хӗвӗшӳре нумай япала тимлӗхрен тухать, вăхăта пӗчченлӗхре ирттерӗр. Çапла мӗн кирлӗреххине пӗлме пултаратăр, мӗн-тӗр çӗннине уçатăр. Психологи наукине тӗпчеме пуçлани усăллă пулӗ. Кану пирки те манмалла мар.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çăлтăрсем сире вăхăта савăнăçлă ирттерме сӗнеççӗ. Юлташсем тӗп вырăнта пулӗç. Каçхи уява чӗнме пултарӗç е интернетра тин çеç паллашнă çынпа калаçса вăхăтăра ирттерме пултаратăр. Тус тесе паллашнă çын савни пулса тăма та пултарать. Мăшăрлисен хутшăнăвӗсем лăпкă, тем кӗтмелли çук. Пӗр-пӗрне критиклесрен асăрханăр.

ТАКА 21.III - 20.IV
Хăвăр тăрăшсан çак тапхăрта лартнă тӗллевсене пурнăçлатăр. Пурнăçран мӗн кӗтнине лайăх пӗлекен хăюллă çынсен вăхăчӗ. Харпăр интерессене хӳтӗлеме пултаракансем карьерăра та, социаллă статуспа та ӳсӗç. Авторитетлă çынпа паллашма пултаратăр. Инçе çулçӳревсем пит ăнăçлах мар, Çӗнӗ çула килтех кӗтсе илӗр. Сывлăхăра упрăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çăлтăрсем кăтартнипе, ку эрнере вӗренни, тӗн тата мораль енӗпе тавракурăма ӳстерни усăллă. Авторитетлă, малашне сирӗншӗн ăслă канашçă тата наставник пулса тăракан çынпа паллашма пултаратăр. Канма каймашкăн лайăх вăхăт. Сывлăхăр пирки ытларах шутламалла. Хуçалăхри техникăпа асăрхануллăрах пулăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере мăшăрсен хутшăнăвӗсем çивӗчленеççӗ. Тавлашусем ачасем пирки пулма пултараççӗ. Çăлтăрсем пулнă лару-тăрăва тӗрӗс хакласа пӗр-пӗрне илтме сӗнеççӗ. Калаçас килмесен ăна меллӗрех вăхăта хăварăр. Çăмăлттайла теветкелленмелле мар, хăвăра тӗрӗслес тетӗр-тӗк спорт ăмăртăвӗсене хутшăнăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Çăлтăрсем уйрăмах сывлăхпа тимлӗ пулмаллине систереççӗ. Шăнса пăсăлма, инфекци ертме пултаратăр, çавăнпа профилактика пирки ан манăр, май пулсан сахалрах ӗçлеме тăрăшăр. Килте мăшăрăра итлесен лайăхрах пулӗ, юратнă çыннăрпа пур çӗрте те пӗрле пулсан аванрах. Пӗчченнисен Çӗнӗ çул каçӗнче савни тупас шанчăк пур.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере кил-çурта тирпейлес килӗ, уйрăмах Çӗнӗ çул умӗн. Кивӗ япаласене пӗр шелсӗр кăларса ывăтмалла, çуртри энергетикăна тасатмалла. Усрама пӗр-пӗр чӗрчун туянни те аван пулӗ. Ачаллисен ӗç йышланӗ, хăйсене тыткалани кăштах пăшăрхантарӗ те. Юратнă çынпа хутшăнусем те кăткăсланӗç, çавăнпа ăна ан критиклӗр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере харпăр пултарулăха туллин кăтартма пултаратăр. Хăвăра хăюллă тыткалатăр. Концертсене, кинона, театра е ташă клубӗсене çӳрӗр. Тумтир, прическа стильне улăштарни сире илӗртӳллӗрех тăвӗ, интереслӗ çынпа паллашма пулӗ. Арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсем çӗнелсе савăнтарӗç. Пӗчченнисене мăшăрлану сӗнекенсем пулӗç.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Çăлтăрсем вăхăтлăх паллашусемпе пуш калаçусенчен пăрăнма сӗнеççӗ, усси сахал. Ку эрнере таврара сире критиклекенсем нумай, çавăнпа Çӗнӗ çул умӗн вӗсенчен пăрăнма тăрăшăр. Килте çемьепе пулнинчен лайăхраххи нимӗн те пулмӗ. Тăвансене, аçăр-аннӗре, ваттисене тимлӗх уйăрăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере укçа юр пек ирӗлнине лайăх туя­тăр, тăкаксем çав тери нумай. Çак кунсенче çухатас хăрушлăх пур. Çавăнпа хăвăрпа хаклă япаласем, пысăк сумма илсе ан çӳрӗр. Канушăн вара питӗ лайăх вăхăт, Çӗнӗ çула тăвансемпе, юлташсемпе кӗтсе илӗр. Хула хӗрринче, вăрманта е дачăра уяв ирттерни асра юлӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак эрнере укçа-тенкӗрен пуян пулатăр, тăвансене хаклă парнесемпе, тулли кӗрекепе тӗлӗнтеретӗр. Хăвăр çинчен те ан манăр, хаклă йышши япала туянăр. Пуянлăх сире ирӗклӗх туйăмӗ парнелет. Ӗçтешсемпе, юлташсемпе, пуçлăхсемпе хутшăнусем вара кăткăсланма пултараççӗ. Çавăнпа калас сăмахăра хăвăрта тытăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев