Кун хыççăн кун
Декабрь, 24 Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.14, кун тăршшӗ - 7.01. Уйăх: тухать - 2.41, анать - 13.01. Халăх календарӗпе - Никон. Çак кун çуралнă: Дима Билан (35 çул). Декабрь, 25 Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.14, кун тăршшӗ - 7.01. Уйăх: тухать - 3.47, анать -...
Декабрь, 24
Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.14, кун тăршшӗ - 7.01. Уйăх: тухать - 2.41, анать - 13.01.
Халăх календарӗпе - Никон.
Çак кун çуралнă: Дима Билан (35 çул).
Декабрь, 25
Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.14, кун тăршшӗ - 7.01. Уйăх: тухать - 3.47, анать - 13.25.
Анăçри христиансен Раштавӗ.
Халăх календарӗпе - Спиридон. Хуллен кун вăрăмланма пуçлать. Çак кун хӗвеллӗ-тӗк, сурхури вăхăчӗ те хӗвеллӗ пулать.
Çак кун çуралнă: Константин Кинчев, Людмила Семенова (55 çул).
Декабрь, 26
Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.15, кун тăршшӗ - 7.02. Уйăх: тухать - 4.50, анать - 13.53.
Парнесен кунӗ.
Халăх календарӗпе - Евстратий. Çак кунран пуçласа 12 кун çанталăка сăнамалла: кашни кун çулталăкăн пӗр уйăхӗ епле пуласса кăтартать. Ку кун çине пăхса январь мӗнле пулнине пӗлме пулать.
Çак кун çуралнă: Михаил Боярский.
Декабрь, 27
Хӗвел: тухать - 8.14, анать - 15.16, кун тăршшӗ - 7.03. Уйăх: тухать - 5.53, анать - 14.26.
Çăлавçă кунӗ.
Халăх календарӗпе - Филимон. Çак кунхи çанталăка пăхса февраль мӗнле пуласса пӗлеççӗ. Çавăн пекех Филимон кунӗ сивӗ пулсан çулла шăрăх пулать теççӗ.
Çак кун çуралнă: Николай Сличенко, Жерар Депардье.
Декабрь, 28
Хӗвел: тухать - 8.14, анать - 15.17, кун тăршшӗ - 7.03. Уйăх: тухать - 6.50, анать - 15.06.
Халăхсен хушшинчи кино кунӗ.
Халăх календарӗпе - Трифон. Ку кун ытларах чух сивӗ пулать. Март мӗнле пуласса кăтартать.
Çак кун çуралнă: Алексей Леонтьев (60 çул).
Декабрь, 29
Хӗвел: тухать - 8.14, анать - 15.18, кун тăршшӗ - 7.04. Çӗнӗ уйăх (9 сехет те 54 минутран): тухать - 7.43, анать - 15.55.
Халăх календарӗпе - Агей. Ирхине шартлама сивӗ-тӗк, вăл Кăшарничченех тăма пултарать. Апрель уйăхӗнчи çанталăка кăтартакан кун.
Декабрь, 30
Хӗвел: тухать - 8.14, анать - 15.19, кун тăршшӗ - 7.06. Уйăх: тухать - 8.28, анать - 16.51.
Халăх календарӗпе - Данил. Йывăçсене пас тытни - сурхури вăхăчӗ ăшă пуласса. Çак кун мӗнле - май уйăхӗнче çанталăк çапла пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев