Чăваш юрăçи çинче калмăк тумӗ
Эпир пурте кулленхи пурнăçра мӗнле-тӗр модăна пăхăнса тумланатпăр. Калăпăр, арçынсем европа пиншакне суйласа илеççӗ, каччăсем америка джинсине тăхăнма кăмăллаççӗ, е, юлашки вăхăтра чăваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуçланă финнсен свитерӗсене тăхăнса яраççӗ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккăсен толстовкисем те аптрамаççӗ. Тăратăнса тăракан çухаллă итальян кӗпине юратакансем те пур, начальниксем...