Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 23.01-29.01

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Ку эрнере пурнăç ориентирӗсене çӗнӗрен пăхса тухатăр. Ытлашши шала кӗрсе кайса пурнăçăра тӗпрен улăштарма шутлатăр. Хăшӗсем телейсӗр хутшăнусене вӗçлӗç, теприсем çемье çавăрма шутлӗç. Сахал ӗç укçиллисем çӗнӗ ӗç шырама тытăнӗç. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Тахçанхи пӗлӗшӗрпе хутшăнусем пăсăлаççӗ. Вăл чунтан канаш панине шанмасăр пысăк йăнăш тăватăр....

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере пурнăç ориентирӗсене çӗнӗрен пăхса тухатăр. Ытлашши шала кӗрсе кайса пурнăçăра тӗпрен улăштарма шутлатăр. Хăшӗсем телейсӗр хутшăнусене вӗçлӗç, теприсем çемье çавăрма шутлӗç. Сахал ӗç укçиллисем çӗнӗ ӗç шырама тытăнӗç.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Тахçанхи пӗлӗшӗрпе хутшăнусем пăсăлаççӗ. Вăл чунтан канаш панине шанмасăр пысăк йăнăш тăватăр. Юратуллă хутшăнусем малаллах тăсăлаççӗ, çывăх çыннăрăн çитменлӗхӗсене курмастăр. Эрне вӗçӗнче тин куç уçăлать: юл­ташăртан каçару ыйтма, савнийӗрпе сывпуллашма тивӗ.

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере мăшăрпа калаçма йывăртарах пулӗ. Сирӗн хушăра çуралнă тавлашăва тӳрех татса пама пулмӗ. Ӗçре хушма ӗç пама пултарӗç. Канмалли кунсем тӗлне ывăнса çитетӗр. Çавăнпа пӗр кунлăха та пулин мӗнпур ӗçе пăрахса вăхăта юлташсемпе е çемьепе ирттерме тăрăшăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере уйрăмах сывлăхпа тимлӗ пулмалла. Сивве пула пыр шыçма пултарать. Ытти енӗпе пурнăçра йывăрлăхсем пулмаççӗ. Ӗçре çӗнӗ юлташ тупăнать. Вăл пулăшнипе чылай проблемăсене татса паратăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере сирӗн пӗччен юлма юрамасть, кичем шухăшсем пусса илни депрессие яма пултарӗ. Ку чухне спортпа апаланни лайăх пулăшать. Ӗçре çӗнӗ проектсем пуçласан юлташсен пулăшăвӗнчен ан пăрăнăр. Пӗччен çитӗнӳ тăваймастăрах.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта аçăр-аннӗрпе хăвăр хушшăрти тахçанхи ăнланманлăхсем çивӗчленеççӗ. Кирлӗ калаçусенче хăвăра лăпкăн тытăр. Мăшăрăрпа та тавлашма пултаратăр, вăл мӗн те пулин туянма ыйтсан шухăшласа пăхма шантарăр. Кăштахран вăл хăй те çак шухăшран писме пултарать.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çак кунсенче кашни тӗл пулнă çынпах калаçмастăр. Кашнинчен мӗн те пулин кӗтетӗр. Кам-тăр карьера патне çитерекен çутă çул, тепри харпăр Купидон пулӗ. Кăмăлланă çын сирӗншӗн çавăн пекех инçе пулӗ. Тен, лару-тăрăва хăй еккипе ямалла е урăххи çине пăхма пуçламалла?

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Çак тапхăрта шутламан тăкаксем сиксе тухаççӗ. Ачасенчен хăшне-тӗр малалла вӗрентме е пӗр-пӗр питӗ те кирлӗ пысăк япала туянма тивӗ. Тинех юратнă çыннăр пур-çукшăнах кӗвӗçме пăрахӗ. Канмаллисенче кӗтмен хăнасем килсе çитӗç - нумайлăха, çапах та хумханусем ырă пулӗç.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрнере питӗ нумай критика илтетӗр. Пуçлăх ӗçе кая юлса тата йăнăшсемпе тунăшăн, мăшăрăр килти ӗçсене вăхăтлă туманшăн тарăхӗç. Хăвăра та ку йăлăхтарса çитерӗ - пӗччен пулас килӗ. Канмаллисенче инçетре пурăнакан тăванăр патне кайма пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Çывăх çынсемпе хутшăнусем пӗр тикӗс мар. Кам-тăр сирӗн çинчен элек сарать, пӗрле ӗçлекен, куллен тӗл пулакан çынсем вара çавна шанаççӗ. Ыр ята тавăрас тесе пур ӗçе те пăрахма тивӗ, çӗнтерӳ сирӗн енче пулӗ. Ачасем итлеме пăрахни те пăртак хумхантарӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере таçта инçене плансем туса хуратăр. Ăнăçлă пулас тӗллев­пе ӗçре нумай япалана улăштаратăр. Хăш-пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа йышăнӗ е урăх çӗре ӗçлеме кайӗ. Харпăр пурнăçра вара пит пысăк улшăнусем çук.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев