Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Январь, 21 Хӗвел: тухать - 7.55, анать - 15.54, кун тăршшӗ - 7.59. Уйăх: тухать - 1.33, анать - 11.30. Халăхсен хушшинчи ытам кунӗ. Раççей инженери çарӗсен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 23-мӗш кун. Хăвăр хутшăнакан çын­семпе кăткăслăхсем сиксе тух­ма пултараççӗ, тахçанхи кӳренӳ аса килет. Çак кун çуралнă: Пласидо Доминго (1941),...

Январь, 21
Хӗвел: тухать - 7.55, анать - 15.54, кун тăршшӗ - 7.59. Уйăх: тухать - 1.33, анать - 11.30.
Халăхсен хушшинчи ытам кунӗ.
Раççей инженери çарӗсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 23-мӗш кун. Хăвăр хутшăнакан çын­семпе кăткăслăхсем сиксе тух­ма пултараççӗ, тахçанхи кӳренӳ аса килет.
Çак кун çуралнă: Пласидо Доминго (1941), Дмитрий Ха­ратьян (1960), Людмила Смолина (1962).

Январь, 22
Хӗвел: тухать - 7.54, анать - 15.56, кун тăршшӗ - 8.02. Уйăх: тухать - 2.37, анать - 11.55.
Уйăх календарӗпе - 24-мӗш кун. Шухăшласа хунинчен нумайăшне пурнăçлас шанчăк пысăк, укçа-тенкӗ ыйтăвне татса пама та лайăх вăхăт.
Çак кун çуралнă: Петӗр Хусанкай (1907 - 1970), Ва­лентина Талызина (1935), Леонид Ярмольник (1954).

Январь, 23
Хӗвел: тухать - 7.52, анать - 15.58, кун тăршшӗ - 8.06. Уйăх: тухать - 3.41, анать - 12.25.
Алă çырăвӗн (почерк) кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 25-мӗш кун. Кирлӗ-кирлӗ мар ӗç туса вăй пӗтермелле мар.
Çак кун çуралнă: Ефрем Еллиев (1907 - 1942).

Январь, 24
Хӗвел: тухать - 7.51, анать - 16.00, кун тăршшӗ - 8.09. Уйăх: тухать - 4.40, анать - 13.03.
Халăхсен хушшинчи эски­мо кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 26-мӗш кун. Харпăр туйăмсене, шухăш­сене контрольлемелле. Кăмăла хуçакан пулăмсем çине халь куç хупса ирттерсен аванрах.
Çак кун çуралнă: Петр Дементьев (1907 - 1977), Валерий Ободзинский (1942 - 1997).

Январь, 25
Хӗвел: тухать - 7.49, анать - 16.02, кун тăршшӗ - 8.13. Уйăх: тухать - 5.35, анать - 13.48.
Студентсен кунӗ (Татьяна кунӗ).
Раççей Тинӗс-çар флочӗн штурманӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 27-мӗш кун. Вак-тӗвек çине вăхăт сая ямалла мар, пӗтӗм вăя пӗлтерӗшлӗ ӗç çине хумалла.
Çак кун çуралнă: Владимир Высоцкий (1938 - 1980), Вячеслав Добрынин (1946).
Январь, 26
Хӗвел: тухать - 7.47, анать - 16.04, кун тăршшӗ - 8.17. Уйăх: тухать - 6.24, анать - 14.41.
Халăхсен хушшинчи таможенник кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 28-мӗш кун. Тахçанхи ӗçсене харăс вӗçлеме шанăç пур, тавлашуллă лару-тăрура та вӗçне-хӗрне тупма аван вăхăт.
Çак кун çуралнă: Андрей Руденский (1959).

Январь, 27
Хӗвел: тухать - 7.46, анать - 16.07, кун тăршшӗ - 8.21. Уйăх: тухать - 7.06, анать - 15.43.
Холокоста пула шар курнисене асăнмалли кун.
Уйăх календарӗпе - 29-мӗш кун. Çынсем пӗр-пӗрне ăнланмасса пултараççӗ, анчах çакăнтан проблема тумалла мар.
Çак кун çуралнă: Валентина Молодцыгина (1952), Марат Сафин (1980).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев