Хусанти чăваш ташă каçӗн вăхăчӗ улшăннă
Маларах çырнăччӗ ӗнтӗ, хусанта чăваш ташă каçӗ февралӗн 10-мӗшӗнче пулать тесе. Халь кăна пӗлтерчӗç, технический сăлтавсене пула ăна 1 кун малараха куçарнă. Вырăнӗ çавăнтах.
Февралӗн 9-мӗшӗнче эрнекун хулари чăваш çамрăкӗсене (18+), аслăраххисене те «Корстон» кану центрӗнче 22.00 сехетре кӗтеççӗ.
Хальхи дискотекăсене кирлӗ фейсконтроль, хуралçăллă автостоянка, кӗнӗ çӗрте çумкасене тӗрӗслени, алла...