Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ар çури

(калав) Çакă çутă тӗнчере мӗн пуррипе çуккине тӗпчекен институтра ӗçлекен Светлана Семеновна нумайранпа курман тантăшне лавккара тӗл пулчӗ. Айк­кинерех пăрăнса, вăтам çулсенчи икӗ хӗрарăм сăмах енчӗкне салтрӗ. - Çаплах ача çук-и сирӗн? - уйрăлас умӗн тенӗ пек ыйтрӗ лешӗ. - Мӗнле каламалла ӗнтӗ, Аня, - тачка кӗлеткине авкалама хăтланчӗ Семеновна....

(калав)

Çакă çутă тӗнчере мӗн пуррипе çуккине тӗпчекен институтра ӗçлекен Светлана Семеновна нумайранпа курман тантăшне лавккара тӗл пулчӗ. Айк­кинерех пăрăнса, вăтам çулсенчи икӗ хӗрарăм сăмах енчӗкне салтрӗ.
- Çаплах ача çук-и сирӗн? - уйрăлас умӗн тенӗ пек ыйтрӗ лешӗ.
- Мӗнле каламалла ӗнтӗ, Аня, - тачка кӗлеткине авкалама хăтланчӗ Семеновна.
Пӗр сăмахпа хуравламалли ыйту тантăшне çакăн пек йывăрлăха кӗртсе ӳкерессе кӗтмен Аня хăйне темле аван мар пек туйрӗ.
- П-п-п-пӗр ача п-п-пур темелле, - ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут тытăнчăклăн калаçрӗ институт çынни, - анчах эп çуратман ăна...
- Усрама илтӗр пуль? Халь чылайăшӗ çапла тăвать.
- Ç-ç-çук упăшкам çуратрӗ. Яша. Хӗрарăм çуратайманнине кура-ши, ар таврашӗ çура тума тытăнчӗ ку чухне.
- Тӗнчере пулманнине ан калаç-ха, - итлесе тăракан çук-и тесе, ун-кун пăхса илчӗ Аня.
- Çапла, упăшкан ачи. Атя ман пата каяр. Унта калаçăпăр. Ар çурине те куран.
Самантлăха хупăннă сăмах енчӗкӗ урамра каллех саланчӗ.
- Аш-какай комбинатӗнчен мӗншӗн тухса кайрăн эс, Света?
- Упăшка кăларттарчӗ. Пӗтӗм халăх умӗнче намăс кăтартрӗ мана. Кивçенре юлмарăм: хăйне те хваттертен мăкăрлантарса кăларса ятăм.
- Çав тери лайăх ӗçрен мӗн тесе кă­ларттарчӗ-ши?
- Вăл - тимӗр çын, робот текеннине, тă­вассипе ӗçлекен инженер-конструктор. Çирӗм çул ӗнтӗ килте те, ӗçӗнче те çав япалапа аташать. Хваттерте утса çӳреме май юлмарӗ: пралук та провода, лампăчкă та электрон, магнитофон та микрофон... Эрешмен карти пек. Халь хăтăлтăм. Вăт çав этем, ман упăшка пулнăскер, пирӗн комбинат валли ятарласах робот ăсталанă. Аш-какай шăршине йытă-кушакран та лайăхрах туять иккен. Смена вӗçленнӗ тӗле сăнаса пăхма вырнаçтарса лартнă. Проходной витӗр пурте çăмăллăн та вăрт-варт иртме тăрăшатпăр-ха. Эп те яланхиллех ярлаттарса утса пыраттăм, темскер шалт! турӗ те, тимӗр алă хулран ячӗ те тытрӗ. Овчарка йытă пек. Айккинчен пăхсан - тимӗр çын! Кăкăрӗ тӗлӗнче хӗрлӗ тăваткал çине «Вăрă» сăмах та çырăнса тăнă. Çитменнине, хăрушла сасă кăларать, сехрене хăпартать. Кило та икçӗр грамм тӗтӗмленӗ кăлпасси кăларса илчӗç хӗвӗмрен. Штраф та тӳлеттерчӗç, ӗçрен тапрӗç. Ман евӗр шар куракансем чылайăн пулчӗç çав кӗтмен кун. Яшăна пысăк преми панă терӗç.
- Кунта упăшкун айăпӗ çук ӗнтӗ, вăл ярса тытман-çке сана, - тин сăмах хуш­рӗ Аня.
- Как çук! Мӗнле çук пултăр! - сăмах тилхепине каллех ярса илчӗ Светлана Семеновна. - Вăл эп хăш сменăра ӗçленине пӗлнӗ, систермелле пулнă... Çав тимӗр хуралçă эрех-сăра шăршине те чухлать. Кӗрекенсене тӗрӗслеме ун программине анчах кăшт-кашт улăштараççӗ, тет. Эрех сыпнă çын пӗр метра çывхарсан, пушар машини пек çухăрма пуçлать. Мӗн чухлӗ çын ылханмасть пуль ăна, Яшăна. Кала, мӗн тума «çуратмалла» пулнă-ха унăн çавнашкал хăрушă «çурана»?
Алăк уçăлсанах хваттерте малтан темскер хуллен чалтлатрӗ, самантран хăна хăлхине чун-чӗрене ачашлакан кӗвӗ çитсе кӗчӗ.
- Акă мӗнлерех кӗтсе илет мана «ывăл», - илемлӗн кулчӗ кил хуçи, кӗтесре тăракан «ачине» тимӗр пуçӗнчен шăл­каласа. - Ну, Яшенька, кăтарт-ха пултарулăхна, - хăй çавăнтах тӗрлӗ тӗслӗ çаврашкасем çине майӗпен пускаласа тухрӗ. Роботăн симӗс, хӗрлӗ куçӗсем çунма пуçларӗç, вара вăл вырăнтан пӗр сасăсăр тапранчӗ, кухньăна кӗрсе çухалчӗ.
- Пурне те пултарать, - мухтанма тытăнчӗ хӗрарăм, - апат хатӗрлет, кавирсене тасатать, чечексене шăварать... Ваннăйра çурăма та çуса ярать... Хе-хе-хе... Çирӗм тӗрлӗ программăпа ӗçлет.
- Ăçтан туяннă вара куна?
- Каларăм-çке: Яша çуратрӗ. Çав ăсталарӗ, эппин. Çирӗм çул хăтланчӗ. Пӗтӗм ӗç укçине уншăн тăкрӗ, хăй çанни вӗçӗсем сӳсленнӗ костюмпа çӳрерӗ. Ăна пурпӗрех Яшăна парса ямарăм. Хамăн тарçă туса хутăм. Мӗн тума кирлӗ мана халь тин упăшка текен шеремет, кун пек робот-тарçă пур çинче? Çапла мар-и?
Çак вăхăтра «ар çури» сӗтел çине тимӗр ывăспа вӗри икерчӗпе кофе пырса лартрӗ, апат тутлă пултăр тенӗ пек, пуçне пӗксе илчӗ, вара каялла хăйӗн вырăнне кайса тăчӗ.
- Мӗн ятлă ку робот?
- Яша. Упăшка хăйӗн ятне панă. Хăй ăна Яша-2, тет. Пӗччен те аптрамастăп. Ман кӗлеткене кăмăллакан арçынсем те çук мар. Хамăр институтрах пур. Малашне «тарçа» ун ятне паратăп. Яшăн ячӗ çӗр­тӗр хваттерте. Урăх ан калам, ан илтем вăл ята. Хӗрарăм чунӗ ан куртăрччӗ вăл тек-тек. Тимӗртен тутăр хăйне валли арăм. Идиот последний!
Çак сăмахсем хыççăн кил хуçи робот патне пычӗ, симӗс тӳме çине пусрӗ, калаçма пуçларӗ:
- Малашне эсӗ Яшенька мар, Мефоди пулатăн. Мефоди! Мефоди! Халӗ, Мефоди, сӗтел çине пуçтаратăн.
Роботăн симӗс куçӗ сӳнчӗ, хӗрли вара, кӳрентернӗ ачанни пек, мăч-мăч турӗ.
- Мӗн терӗм эп, Мефоди! - сассине ытларах хăпартрӗ хӗрарăм.
Хӗрлӗ çаврашка тата хăвăртрах мӗлтлетме тапратрӗ, таçтан шалтан ӗсӗкленӗ чухнехи пек сасă илтӗнме пуçларӗ.
- Кутăнлашса тăратăн-и? - хӗрлӗ кăшман пек чăмăрӗпе робота пуçӗнчен шанн! тутарчӗ Семеновна. Унччен те пулмарӗ, темскер хыттăн шалт-шалт! турӗ, хӗрарăм тимӗр çыннăн тимӗр ытамне çакланчӗ.
- Вӗлерет, Аня! Пулăш! Шăнкăравла Яша патне! Арăму вилет, сана тем каласа хăварасшăн... Çук, апла ан кала. Эпӗ вилсен те килес çук вăл. «Яшăн проводисем çунма пуçларӗç, мӗн тумалла?» - те... Ай, хӗстерет, сывлама памасть...
Аня телефон патне ыткăнчӗ. Хурçă тыткăнри тачка кӗлетке пăркаланаймасть: тимӗр алăсенче шăнăр çук, тăсăлмаççӗ вӗсем... Темле майпа, тем самантра çитнӗ инженер алăк урлă каçсан тăн çавăрчӗ, мӗн пулса иртнине курнă хыççăн диван çине йывăррăн ларчӗ.
- Пурте йӗркеллех иккен-ха, пӗтӗмпех программа тăрăх, - тарлă çамкине шăлчӗ вăл. - Çак саманта кӗтнӗ эп. Кӳрентернӗ Яшăна. Унăн словарӗнче çук сăмахсем каласа пӗтернӗ. Пуçӗнчен çапнă. Ку - чи пысăк «çылăх». Хăйне хисепленипе кӳрентернине туйса ӗçлемелли программа парса хăварнă эп ăна. Ман пирки усал калаçнине те веçех шута илет вăл. Шута илет те ак çапла килсе хӗстерет те. Маттур, Яшенька!
- Вӗçерт тархасшăн, ирӗке яр мана, - йăлăнмах тытăнчӗ Светлана.
- Малтан Яшенька сăмахне итлер-ха. Пленка çине мӗн-мӗн çырса илнӗ вăл. Унтан шутласа пăхмалла пулӗ: вӗçертмелле-и, пăртак хӗскӗчре тытса типӗтмелле-и?
- Эпӗ каям-ха, - ура çине тăчӗ Аня, темле инкеке çакланасран хăранă пек ун-кун пăхкаласа. - Ырă каç пултăр. Хăвăрăнне хăвăр пӗлӗр ӗнтӗ. Ай-яй, лайăх çура тунă эс, Яша! - мухтама пӗртте именмерӗ хăнана йăпăртлăха кӗнӗ çын. - Аха, аха, пирешкел чурăс арăмсем валли кунашкал çурасем те кирлӗ иккен-ха...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев