Хусанти чăваш ташă каçӗн вăхăчӗ улшăннă
Маларах çырнăччӗ ӗнтӗ, хусанта чăваш ташă каçӗ февралӗн 10-мӗшӗнче пулать тесе. Халь кăна пӗлтерчӗç, технический сăлтавсене пула ăна 1 кун малараха куçарнă. Вырăнӗ çавăнтах. Февралӗн 9-мӗшӗнче эрнекун хулари чăваш çамрăкӗсене (18+), аслăраххисене те «Корстон» кану центрӗнче 22.00 сехетре кӗтеççӗ. Хальхи дискотекăсене кирлӗ фейсконтроль, хуралçăллă автостоянка, кӗнӗ çӗрте çумкасене тӗрӗслени, алла...
Маларах çырнăччӗ ӗнтӗ, хусанта чăваш ташă каçӗ февралӗн 10-мӗшӗнче пулать тесе. Халь кăна пӗлтерчӗç, технический сăлтавсене пула ăна 1 кун малараха куçарнă. Вырăнӗ çавăнтах.
Февралӗн 9-мӗшӗнче эрнекун хулари чăваш çамрăкӗсене (18+), аслăраххисене те «Корстон» кану центрӗнче 22.00 сехетре кӗтеççӗ.
Хальхи дискотекăсене кирлӗ фейсконтроль, хуралçăллă автостоянка, кӗнӗ çӗрте çумкасене тӗрӗслени, алла тӗслӗ браслет çакни - йăлтах пулаççӗ. Кухня ассортименчӗ те малтанхинчен анлăрах пулма шантарать.
Юрăçсенчен хальлӗхе Полина Борисова, Тишӗм Сашук, Лариса Федорова, Леонид Антонов килесси паллă, тен, тата кам-тăр хушăнӗ. Ди-джей хăй Патшин-Юлташ терӗç. Конкурссене хутшăнса çӗнтерекенсене яланхи пекех, спонсорсенчен чаплă парнесем пулӗç. Уявăн савăнăçлă атмоферинче пурте пӗрле ташлар, савăнар!
Çапла Хусанти чăвашсем юрату кунне пуринчен те маларах уявлӗç: 09.02.2017 22.00 Корстонри 3-мӗш этажра Selfi Bar&Club-ра тӗлпулăпăр. 18+
Билетсем пирки: малтан илсе хурсан - 150 тенкӗ, Дискотека кунӗ - 250. Заказ памалли телефон: 89872917315
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев