Республикăра «гонконг грипӗ» алхасать
Тутарстанра H3N2 штамлă «гонконг грипӗн» 89 пулăмне тупса палăртнă. Медиксен çирӗплетнӗ тăрăх, унпа грипран вакцина туманнисем чирленӗ. - Вируссем улшăнса пынине кура вакцина та çулсерен çӗнелет, - ăнлантарать ТР Сывлăх сыхлавăн инфекци чирӗсемпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Халит Хаертынов. - Тӗслӗхрен, иртнӗ çул Тутарстанра сысна грипӗ çӳрерӗ, ку çулта вара...
Тутарстанра H3N2 штамлă «гонконг грипӗн» 89 пулăмне тупса палăртнă. Медиксен çирӗплетнӗ тăрăх, унпа грипран вакцина туманнисем чирленӗ.
- Вируссем улшăнса пынине кура вакцина та çулсерен çӗнелет, - ăнлантарать ТР Сывлăх сыхлавăн инфекци чирӗсемпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Халит Хаертынов. - Тӗслӗхрен, иртнӗ çул Тутарстанра сысна грипӗ çӳрерӗ, ку çулта вара пачах та урăх штамм. Çавăнпа та прививкăн «ăшлăхӗ» кашни çул çӗнелсе пырать. Калас пулать, клиника уйрăмлăхӗсем грипп тӗсӗсен çук, сысна, кайăк, гонконг грипӗ-и - чир паллисем пӗрех. Хăв чирленине епле пӗлмелле-ха? Чир сасартăк, кӗтмен çӗртен пуçлансан, темиçе сехет хушшинчех хăвна япăх туйма пуçласан, сăмсапа пыр типсен, кӗçетсен, куç, шăм-шак ыратма пуçласан, ӳт температури 38-39 градус таран ӳссе кайсан. Çак симптомсем пур-тăк - апла сирӗн грипп пулма пултарать, ОРВИ мар. Ку чухне тӳрех тухтăра чӗнтермелле, хăвăр тӗллӗн сипленме юрамасть, - тет инфекционист.
Халит Хаертынов палăртнă тăрăх, вакцина тутарни те чиртен 100 процентлă гаранти мар. Вăл этемӗн иммунитетне кăна ӗçлеттерме пулăшать, чирлес пулсан, организм вируса тӳрех атакăлатăр тесе. Вакцина тутарнисем, медик сăмахӗсемпе, çăмăлрах чирлесе ирттерсе яраççӗ. Чирлес мар тесен, хальхи вăхăтра витаминсем ӗçмелле, алăсене тăтăш çуса тăмалла, обществăлла вырăнта марлӗрен тунă маскăпа сăмса çăвара хупласа çӳремелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев