Чирлисем нумай-тăк, тӗрӗслеççӗ
Росздравнадзор 2018 çултан поликлиникăпа больницăсене тата çирӗпрех тӗрӗслемелли майсем хатӗрлет. Кун çинчен паян Хусанта Росздравнадзорăн коллегийӗнче сӳтсе яврӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта Росздравнадзорăн çӗршыври 77 субъектăн уйрăмӗсен ертӳçисем хутшăннă.
Çапла вара поликлиникăпа больницăсене малашне риск степенӗ тăрăх уйăраççӗ. Калăпăр, вӗсенче чирлисен шучӗ пысăк-тăк, риск степенӗ те пысăк пулать. Кун...