55 çул каялла Андриян Николаев космоса вӗçнӗ
Ыран, августăн 11-мӗшӗнче, Совет Союзӗн икӗ хутчен Геройӗ, летчик-космонавт Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» космос карапӗпе тӗнче уçлăхне вӗçнӗренпе 55 çул çитет.
Çак паллă куна Шупашкарта паллă тумасăр хăвармаççӗ. Ирхине унăн палăкӗсем умне чечексем хураççӗ, митинг иртет. 14 сехетре вара оперăпа балет театрӗнче Андриян Николаева тата ытти космонавтсене халалланă курав уçăлать....