Халăх календарӗ – август
19-мӗшӗ - Панулми Сăпасӗ. Кӗркуннене кӗтсе илмелле. Çанталăк типӗ-тӗк, кӗркунне типӗ пулать, хӗвеллӗ-тӗк - хӗлле шартлама сивве. Панулми Сăпасӗ мӗнле, Пукрав (октябрӗн 14-мӗшӗ) çапла килет тенӗ. Пӗрремӗш панулмисене пуçтармалла. Çак кунран тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайма тытăнаççӗ.
20-мӗшӗ - пылак çырласене йӳççисем ылмаштараççӗ. Кӗтмел, шăлан çырли ӗлкӗрет, пилеш хӗрелет. Вăрман йывăçӗсем...