«Эфир» ТК ертӳçине Туслăх орденӗ панă
Хусан (Казань)

«Эфир» ТК ертӳçине Туслăх орденӗ панă

РФ Президенчӗ Владимир Путин «Эфир» телекомпанин директорсен канашӗн председательне Андрей Григорьева Туслăх орденӗпе наградăласси пирки указа алă пуснă, пӗлтерет « Татар-информ» ИА. Кунсăр пуçне çӗршыв ертӳçи « Зай» агрофирмăн тракторист-машинистне Рамиль Сибгатуллина - «РФ ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ», « Нижнекамскнефтехим» ПАО аппаратчикне Наталья Сметанинăна «РФ тава тивӗçлӗ химикӗ» хисеплӗ...

РФ Президенчӗ Владимир Путин «Эфир» телекомпанин директорсен канашӗн председательне Андрей Григорьева Туслăх орденӗпе наградăласси пирки указа алă пуснă, пӗлтерет « Татар-информ» ИА. Кунсăр пуçне çӗршыв ертӳçи « Зай» агрофирмăн тракторист-машинистне Рамиль Сибгатуллина - «РФ ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ», « Нижнекамскнефтехим» ПАО аппаратчикне Наталья Сметанинăна «РФ тава тивӗçлӗ химикӗ» хисеплӗ ятсене панă.


Нет комментариев