Халăх календарӗ – август
19-мӗшӗ - Панулми Сăпасӗ. Кӗркуннене кӗтсе илмелле. Çанталăк типӗ-тӗк, кӗркунне типӗ пулать, хӗвеллӗ-тӗк - хӗлле шартлама сивве. Панулми Сăпасӗ мӗнле, Пукрав (октябрӗн 14-мӗшӗ) çапла килет тенӗ. Пӗрремӗш панулмисене пуçтармалла. Çак кунран тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайма тытăнаççӗ. 20-мӗшӗ - пылак çырласене йӳççисем ылмаштараççӗ. Кӗтмел, шăлан çырли ӗлкӗрет, пилеш хӗрелет. Вăрман йывăçӗсем...
19-мӗшӗ - Панулми Сăпасӗ. Кӗркуннене кӗтсе илмелле. Çанталăк типӗ-тӗк, кӗркунне типӗ пулать, хӗвеллӗ-тӗк - хӗлле шартлама сивве. Панулми Сăпасӗ мӗнле, Пукрав (октябрӗн 14-мӗшӗ) çапла килет тенӗ. Пӗрремӗш панулмисене пуçтармалла. Çак кунран тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайма тытăнаççӗ.
20-мӗшӗ - пылак çырласене йӳççисем ылмаштараççӗ. Кӗтмел, шăлан çырли ӗлкӗрет, пилеш хӗрелет. Вăрман йывăçӗсем симӗс тума майпен сарă-хӗрлӗ тӗспе улăштарма пуçлаççӗ.
21-мӗшӗ - халăх календарӗпе Мирон. Çак кун январь уйăхӗ мӗнле пулассине кăтартать.
22-мӗшӗ - халăх календарӗпе Матфей. Ăшă çумăрсем пӗтеççӗ, малалла сиввисем çума пуçлаççӗ.
23-мӗшӗ - халăх календарӗпе Лаврентий. Çак кун кăнтăрла шыв-шура сăнамалла. Шыв лăпкă-тăк, хӗлле вăйлă çил-тăмансăр пулать. Енчен те шăрăх е вăйлă çумăрлă пулсан кӗркунне те çаплах килет.
24-мӗшӗ - ӗлӗк çак кун масар тата шурлăхсем çийӗн çутăсем курăннă, вӗсем вилнӗ çынсен чунӗсем тенӗ. Çавăнпа çак кун пӗр тумлам та эрех ӗçме юраман, мӗншӗн тесен вилнӗ çынсем ӗçекенсене айăплама пултараççӗ. Сурăх çăмне иртмелли юлашки кун, каярах юлсан сивӗсем пуçланиччен çăмӗ ӳссе ӗлкӗреймест.
25-мӗшӗ - лăпкă çил-тӗк - лайăх çанталăка. Çиллӗ-тӗк, сентябрь çумăрлă пуласса.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев