Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Стресс-тест»

(Ирина Трифонова). Тутарстанри «Чи лайăх ресторансемпе хăна çурчӗсем» («Tatarstan Top Hotels & Restaurants Award») республика премийӗн йӗркелӳçисем конкурса хутшăнакансене професси пултарулăхӗсӗр пуçне спортра та тӗрӗслесе пăхма шутланă ахăр. Урăхла епле палăртма пулать-ха Казанка юханшывӗн акваторийӗнче иртнӗ «Стресс-теста». Августăн 15-мӗшӗнче рестораторсемпе отельерсем паруслă спорт яхтисемпе ăмăртрӗç. Кӗске инструктаж хыççăн вӗсем ушкăнсене...

(Ирина Трифонова). Тутарстанри «Чи лайăх ресторансемпе хăна çурчӗсем» («Tatarstan Top Hotels & Restaurants Award») республика премийӗн йӗркелӳçисем конкурса хутшăнакансене професси пултарулăхӗсӗр пуçне спортра та тӗрӗслесе пăхма шутланă ахăр. Урăхла епле палăртма пулать-ха Казанка юханшывӗн акваторийӗнче иртнӗ «Стресс-теста».

Августăн 15-мӗшӗнче рестораторсемпе отельерсем паруслă спорт яхтисемпе ăмăртрӗç. Кӗске инструктаж хыççăн вӗсем ушкăнсене пайланса (командăра 6 çын) шăпа ярса хăйсен шкиперӗсене суйларӗç. Шыври ăмăртăва пӗтӗмпе 6 яхта тухрӗ. Экипажсем тренировка ишевӗ тунă хыççăн старта тухрӗç. Ăмăрту маршручӗ «Каравелла» ресторан пирсӗнчен пуçланса «Казан» çемье центрӗ патне çитиччен. Ăмăрту пӗрре пăхма кăна çăмăл пек туйăнчӗ. «Паруса» тулли мар яваплăхлă обществăн специалисчӗсем маршрута кăткăс пăрăнăçсемпе чее маневрсем самай кӗртнӗ. Ишев хутшăнакансене нумай адреналин парнелени каламасăрах паллă. Эпир, журналистсем, вӗсем хыççăн катерпа йӗрлесе кăна пытăмăр пулин те самай хӗрӳ эмоцисем туйма пултартăмăр, «спортсменсен», паллах, вӗсем тата вăйлăрах. Тӗрӗссипе, мероприяти ытларах активлă канăва аса илтерчӗ. Яхтăсем хăвăртлăха ӳстерсе пырсан та пӗр-пӗрне хăвалани палăрмарӗ. Пурте хӗвелпе, уçă сывлăшпа, варкăш çилпе туллин киленчӗç, пӗр-пӗринпе танлашсан хаваслăн алă сулса саламларӗç. Икӗ сехете яхăн пынă ăмăрту тӗлӗнмелле хăвăрт иртсе кайрӗ.

ТР туризм аталанăвӗн центрӗн директорӗ Оксана Саргина палăртнă тăрăх, ăмăртăва рестораторсемпе отельерсене пӗр командăна пуçтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

- Паллах, хăйсен ӗçӗнче вӗсем конкурентсем. Анчах кашни хăйне май Тутарстан пичӗ пулса тăрать. Хăнасем пирӗн хула, республика çинчен тавракурăма историлле вырăнсенче курса çӳренисӗр пуçне кунта пурăнса, апатланса та тăваççӗ. Пурин те пӗр стратеги пулмалла, хамăр республикăна чи лайăх енчен кăтартма тăрăшмалла. Акă мӗншӗн ирттеретпӗр çакăн йышши мероприятисене», - терӗ вăл.

Ăмăртăва хутшăнакансем хӗвӗшӳллӗ лару-тăрура та хăйсене хуçа пек туйма пăрахмарӗç пулмалла. Хумханчӗç пулсан та çавна кăтартмарӗç. Тепӗр тесен, бизнес та спорт пекех, тытăнса юлас, конкурентсемпе тан пулас тесен пӗр çеккунтлăха та тимлӗхе çухатмалла мар. Уйрăмах пирӗн çӗршывра, кулленхи кӗрешӳре вӗсем пиçӗхеççӗ те.

Ресторансемпе хăна çурчӗсен хуçисене ăмăртăва хавхалантарма ТР туризмпа патшалăх комитечӗн председателӗн çумӗ Артур Абдрашитов, ТР Туризм аталанăвӗн центрӗн генеральнăй директорӗ Оксана Саргина, ТР суту-илӳпе промышленность палатин ертӳçин çумӗ Артур Николаев, «Horeсa Казань» куравăн генеральнăй продюсерӗ Марина Бурага, ТР Отельерсен тата рестораторсен ассоциацийӗн президенчӗ Ренат Залютдинов килсе çитрӗç.

Артур Абдрашитов хăй сăмахӗнче рестораторсемпе отельерсем республикăн туризм аталанăвӗнчи тӗп локомотивӗсем пулнине палăртрӗ.

- Сирӗнсӗр пӗр хăнана та кӗтсе илеймен пулăттăмăр. Эсир тăрăшнипе республикăн хăна çурчӗсемпе обществăлла апатлантару отраслӗсем аталанури пысăк шая çитрӗç. Республика премине ирттерни ӗçтешсене пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май парать. Паянхи йышши мероприятисем вара пӗр фронтпа, туслăн ӗçлеме пулăшаççӗ, - терӗ ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн председателӗн çумӗ.

Суту-илӳпе промышленность палатин ертӳçин çумӗ Артур Николаев нумай çӗршывăн экономики туризм çинче кăна тытăнса тăнине палăртса хăварчӗ. Ун шучӗпе, Раççейпе Тутарстан та чӗртавар пирки кăна шутламалла мар. Туризма аталантарма пирӗн çӗршывра ресурссем те, майсем те пур, ӗçлемелле кăна.

Рестораторсемпе отельерсен ассоциацийӗн президенчӗ Ренат Залютдинов шучӗпе, республика премине йӗркелекенсем ресторанпа хăна çурчӗсен отраслӗнче ӗçлекенсене хăйсен бизнесне çӗнӗлле пăхма пулăшнă, вӗсен шухăшлавне улăштарма пултарнă.

- Паян ман ӗçтешсем халăхсен хушшинчи конкурссене те хутшăнма хăюлăх çитереççӗ. Çавăнпа паян кунта пуçтарăннисене пурне те ăмăртура та, бизнесра та ăнăçу сунатăп, - ӗçтешӗсене хавхалантарса калаçрӗ Ренат Залютдинов.

Оксана Саргинапа Марина Бурага рындăна шăнкăртаттарнă хыççăн спорт яхтисемпе туслă ăмăрту пуçланчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев