Сочие – фестивале!
Паян Тутарстанăн 200 çынран тăракан пысăк делегацине октябрӗн 14-22-мӗшӗсенче Сочире иртекен Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне ăсатрӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
Вӗсене ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗн çумӗ Рустам Гарифуллин чугун çул вокзалне килсе ăнăçу сунчӗ: «Тутарстан çамрăкӗсен 800 пинлӗ «çар» ятӗнчен саламлатăп, вӗсем сирӗн çине, пултаруллă та ăнăçлăскерсем...