Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сочие – фестивале!

Паян Тутарстанăн 200 çынран тăракан пысăк делегацине октябрӗн 14-22-мӗшӗсенче Сочире иртекен Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне ăсатрӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Вӗсене ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗн çумӗ Рустам Гарифуллин чугун çул вокзалне килсе ăнăçу сунчӗ: «Тутарстан çамрăкӗсен 800 пинлӗ «çар» ятӗнчен саламлатăп, вӗсем сирӗн çине, пултаруллă та ăнăçлăскерсем...

Паян Тутарстанăн 200 çынран тăракан пысăк делегацине октябрӗн 14-22-мӗшӗсенче Сочире иртекен Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне ăсатрӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Вӗсене ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗн çумӗ Рустам Гарифуллин чугун çул вокзалне килсе ăнăçу сунчӗ: «Тутарстан çамрăкӗсен 800 пинлӗ «çар» ятӗнчен саламлатăп, вӗсем сирӗн çине, пултаруллă та ăнăçлăскерсем çине, паян ăмсанса пăхаççӗ. Такăр çул, Сочири площадкăсене çитсе курма, май пур таран нумайрах компетенцисем илме тата йышлă тус тупма сунатăп», - терӗ вăл.

Фестивале 180 çӗршывран пурӗ 20 пин çамрăк килет. ООНа çирӗп аталантармалли 17 тӗллев тематикипе дискуссисем иртӗç. Тутарстанран çак фестивале кайма пӗтӗмпе 2674 заявка панă, çавна кура Раççейӗпе те чи пысăк конкурс пирӗн пулнă, 1 вырăна 14 (!) çын.

Делегаци йышӗнче Раççейӗпех паллă çамрăксем те кӗнӗ. Тӗслӗхрен, культура программине «Прогульщикипе» «Мураками» ушкăнсем, мода площадкине Раççей студенчествин пики Диляра Ялалтынова хутшăнаççӗ. Паллă спортсменсенчен: BMX-фристайл енӗпе тӗнче чемпионӗ Ирек Ризаев, TatarRun чупăвӗсен ярăмӗн директорӗ Вадим Янгиров тата ыттисем. Ӗç çамрăкӗсен йышӗнче вара республикăри чи пысăк предприятисен представителӗсем.

(Ильнар Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев