Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Ватти пулсан йӗрке пулать

( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗсем). Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхӗнче 115 пенсионер пурăнать. Вӗсем валли ял администрацийӗпе вырăнти депутатсем çулсерен уяв йӗркелеççӗ. Аслă çултисен кунне кăçал ялти Культура çуртӗнче ирттерчӗç. Малтан каласа хăвармалла, пӗчӗк Ерӗспел хальхи вăхăтра пысăк стройкăна çаврăннă: килсене шыв кӗртеççӗ, урамсене асфальт сараççӗ, администраци çуртне юсаççӗ....

( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗсем). Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхӗнче 115 пенсионер пурăнать. Вӗсем валли ял администрацийӗпе вырăнти депутатсем çулсерен уяв йӗркелеççӗ. Аслă çултисен кунне кăçал ялти Культура çуртӗнче ирттерчӗç.

Малтан каласа хăвармалла, пӗчӗк Ерӗспел хальхи вăхăтра пысăк стройкăна çаврăннă: килсене шыв кӗртеççӗ, урамсене асфальт сараççӗ, администраци çуртне юсаççӗ. Нумай пулмасть урамри вăйă площадкине хута янă. Сăмах май, вăл хуларинчен нимпе те кая мар. Ялти ТБО полигонне хупланипе çӳп-çапа контейнерсене пуçтарса урăх çӗре илсе кайса кирлӗ пек тирпейлеççӗ. Çакăн валли ятарласа çӳп-çап сортлакан станцисем ӗçлеççӗ районта. Экологилле яваплăх ыйтăвӗ нефть кăларакан районта уйрăмах çивӗч тăрать.

Ваттисен кунне уявлама пухăннисен хушшинче нефтяникре ӗçленисем те, ял хуçалăх отраслӗнче тăрăшнисем те сахалăн марччӗ. Пурте килеймен, ял хутлăхӗн пуçлăхӗн Николай Кожуковăн сăмахӗсемпе, чирлесе тăракансем те, вырăнпа выртакансем те пур. Вӗсене валли ятарлă апат-çимӗç пакечӗсем хатӗрленӗ.

Культура керменӗн ӗçченӗсем ятарлă музыка программи хатӗрленӗ. «Шурă хурăн» фольклор ансамблӗсӗр пуçне унта шкулти педагогсем те, вӗренекенсем те, садика çӳрекенсем те хутшăнчӗç.

Чи малтан Ерӗспел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ сăмах илчӗ. Вăл мӗнпур пенсионера ялти депутатсен ятӗнчен саламларӗ. Ватăсене ял пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав турӗ.

Вырăнти тулли мар вăтам шкулăн директорӗн Владимир Кожуковăн сăмахӗсемпе, çулсем нумай пулсан та пурнăç малалла пырать. Ăна хăйне те ӗнтӗ ялти Ветерансен канашӗн ертӳçине суйланă.

- Аслă çулти çынсем пурнăçра лайăххине те, начаррине те сахал мар курнă. Нумайăшӗ çак çула çитсе мăшăрӗсене çухатнă. Анчах та пуçа усмалла мар, лайăх шухăшсемпе пурăнмалла. Сирӗн шухăшăрсемпе сăмахăрсем пурнăçпа туптаннă. Мана нумай пулмасть çакăнта ӗçлеме Виноградов вырăнне суйларӗç. Эпӗ сирӗн пекех Ерӗспел этемӗ, нимӗнпе те уйрăлса тăмастăп. Шухăш-кăмăлсем пӗр пек пирӗн: «Мӗнле малалла пурăнмалла?». Самана мӗнле йывăр пулсан та хамăр пурнăçа лайăхрах тума тăрăшар. Пуçтарăнса калаçса, май тупса пулăшма тăрăшсан пурăнатпăр-ха. Пысăк юбилейсем пулаççӗ, вӗсенче пӗр-пӗрин патне килсе канфетпа чей ӗçсе ларсан та тем-тӗр паха. Кун пек пухусем сайра. Халӗ пӗр-пӗрин патне ытла çӳреместпӗр. Ӗлӗк кӳршӗ ялсенчен, Çарăмсан районӗнчен хăнасем килетчӗç, хутшăнатчӗç. Халӗ урăхла пурнăç пирӗн. Паян пухăнса ларса калаçни мӗне тăрать. Ку вăл пуянлăх пирӗн. Хам сăмаха вӗçленӗ май сире ырă сывлăх сунатăп. Тӗллеве ан çухатăр, пӗр-пӗринпе савăнса, сумласа пурăнăр. Чăваш ятне çӳлелле çӗклер. Мăнукăрсене тимлӗр. Эсир пурнăçа юратсан, сире кӳршӗ-аршă та, тăван-пӗтен те, айккинчи çынсем те юратаççӗ.

«Ватти пулсан йӗрке пулать», - тесе каланă чăвашсем ӗлӗк. Ерӗспел ветеранӗсен хушшинче 92-ри Раиса Шакмакова та пурччӗ. Вăл пурнăç тăршшӗпе колхозра тăрăшнă пулин те ватăлма васкамасть-ха. Вăрçă вăхăтӗнчи, ун хыççăнхи йывăр ӗç ун пек ял хӗрупраçӗсем çине тиеннӗ пулин те Раиса Федоровна хăйне хăй пăхмалăх хал çитерет. Аслă çултисен кунне уявлама та вăл туясăрах килнӗ, çынпа пӗрле юрласа, ӗçсе-çисе, савăнса ларчӗ. «Чупать, ӗçлет, çитмен çӗрӗ çук, - теççӗ ун çинчен ял-йышсем. - Чăх-чӗп тытать». Тӗлӗнмелле! Сахал çывăрать-ши е телевизор пăхмасть? Çук иккен, пăхать. Нумай çул пурăннин вăрттăнлăхӗ ансат. «Эпӗ ачашланмастăп», - тет кӗскен Раиса Шакмакова.

Ӗненес те килмест, 6 ача амăшӗ пенсири ывăлӗ-кинӗпе пӗрле килнӗ уява. Ӗнтӗ вӗсем те 70 çулалла çывхарса пыраççӗ. Анчах та çак çула çитсен те ватă çын 13 600 тенкӗ кăна пенси илет...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев