Вăхăтра тӳлеме ан ман!
РФ налог службин Тутарстанри управленийӗ налог корреспонденцине «Налог-сервис» ФКУ тата унăн филиалӗсем урлă янине аса илтерет. Çавăнпа та налог уведомленийӗпе килекен конверт çинче шăпах унăн адресӗ, документра налог мӗн чухлине шутланă налог инспекцийӗн координачӗсем пулаççӗ. РФ налог службин www.nalog.ru сайтӗнче «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» сервиспа усă куракансене вара...
РФ налог службин Тутарстанри управленийӗ налог корреспонденцине «Налог-сервис» ФКУ тата унăн филиалӗсем урлă янине аса илтерет. Çавăнпа та налог уведомленийӗпе килекен конверт çинче шăпах унăн адресӗ, документра налог мӗн чухлине шутланă налог инспекцийӗн координачӗсем пулаççӗ. РФ налог службин www.nalog.ru сайтӗнче «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» сервиспа усă куракансене вара налог уведомленине электронлă майпа кăна яраççӗ. Ку пӗр енчен меллӗ те, çынсем онлайн-тӳлевпе усă курса килтен тухмасăрах налог тӳлеме пултараççӗ е банк урлă тӳлес тесен квитанцие хăйсемех пичетлееççӗ.
Харпăр кабинетпа усă курман çынсене унчченхи пекех налог уведомленине тӳлев срокӗ 30 ӗç кунӗ умӗн почтăпа яраççӗ. Енчен те уведомлени килмерӗ пулсан, налог тӳлемелле мар тенине пӗлтермест. Уведомление вырăнти налог инспекцине кайса илмелле.
Аса илтеретпӗр, налог тӳлемелли юлашки срок кăçал декабрӗн 1-мӗшӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев