Чăвашла вӗрентмесен çыравçăсем кирлӗ пулӗç-и?
(Алена Селиванова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун, мартăн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен черетлӗ пухăвӗ иртрӗ. Наци литературин пайне 200 яхăн çын пуçтарăннăччӗ.
Тӳресемпе куçа-куçăн
Çивӗч ыйтусем нумай пухăннăран тӗлпулăва çырав ӗçне илсе пыракан икӗ тӳрене йыхăрнă писательсем. Вăхăтлăха кăларма чарăннă «Капкăн» тата «ЛИК (литература, искусство, культура)» журналсен...