Юсавсăр-тăк, рейс çинчен манма тивет... яланлăхах
Республикăн Патшалăх автоинспекцийӗ Хусанта автобуссене тӗрӗслеме тытăннине хыпарлать Патшалăх автоинспекцийӗ. Юлашки вăхăтра автобуссем çул-йӗр инкекне тăтăш лекнипе çыхăннă ку. Çулталăк пуçланнăранпа Хусанта пассажир транспорчӗпе çыхăннă 45 авари пулнă, 34 çын суранланнă. Инспекторсем Лаишево енчен Хусана кӗнӗ çӗрте (унчченхи КПП вырăнӗнче) кашни автобусах чарса машинăн техника юсавлăхне кăна мар, водительсем канупа...
Республикăн Патшалăх автоинспекцийӗ Хусанта автобуссене тӗрӗслеме тытăннине хыпарлать Патшалăх автоинспекцийӗ. Юлашки вăхăтра автобуссем çул-йӗр инкекне тăтăш лекнипе çыхăннă ку. Çулталăк пуçланнăранпа Хусанта пассажир транспорчӗпе çыхăннă 45 авари пулнă, 34 çын суранланнă.
Инспекторсем Лаишево енчен Хусана кӗнӗ çӗрте (унчченхи КПП вырăнӗнче) кашни автобусах чарса машинăн техника юсавлăхне кăна мар, водительсем канупа ӗç режимне пăхăннине тата çул докуменчӗ (путевой лист) пуррипе çуккине те пăхӗç. Енчен те автобус юсавсăрри палăрсан, законпа ăна малашне вуçех те рейса тухма чарӗç. Тормоз е руль управленийӗ юсавсăрри, çаплах автобус конструкцине улăштарни те автобуса шрафстоянкăна лартмалли сăлтав пулӗ. (А.Елисеев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев