Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Ку тӗнчере кӗтмен

Февралӗн 15-мӗшӗнче Аксу районӗнчи пӗр ялта пулнă хăрушă преступлени ниепле те пуçа шăнăçаймасть. Тăван амăшӗ тин кăна çуралнă ачинчен пӗр шелсӗр хăтăлнă. Пурнăç пурăнса та курман çап-çамрăк хӗр пулсан çынран вăтаннă, ашшӗ-амăшӗнчен хăранă тейӗттӗн. Анчах пӗрре те апла мар-мӗн, хӗрарăм 36-ра, çитменнине тахçанах анне. Следствирен курăннă тăрăх, ку ачипе çие...

Февралӗн 15-мӗшӗнче Аксу районӗнчи пӗр ялта пулнă хăрушă преступлени ниепле те пуçа шăнăçаймасть. Тăван амăшӗ тин кăна çуралнă ачинчен пӗр шелсӗр хăтăлнă. Пурнăç пурăнса та курман çап-çамрăк хӗр пулсан çынран вăтаннă, ашшӗ-амăшӗнчен хăранă тейӗттӗн. Анчах пӗрре те апла мар-мӗн, хӗрарăм 36-ра, çитменнине тахçанах анне.

Следствирен курăннă тăрăх, ку ачипе çие юлсан вăл медицина учрежденийӗнче учета тăман. Çуратма та больница-тавраша кайман. Пӗчӗк хӗрпӗрчийӗ килӗнчех чип-чиперех çуралнă. Анчах... мăнтарăна ку тӗнчере никам та кӗтмен, çав шутра амăшӗ те. Хӗрарăм ачи йăшăлтатнине курсан, пакета чиксе пластик витрене хунă та пăлтăра кăларса лартнă. Паллă ӗнтӗ, 15 градус сивӗре ачан сывă юлма шанăçӗ ним чухлӗ те пулман, пӗчӗкскер шăнса вилнӗ. Тепӗр 4 кун иртсен амăшӗ пепкене тепӗр пакета чикнӗ. Унтан кун çинчен нимӗн те чухламан аслă ывăлне витрери чӗркеме кăларса пăрахма хушнă. Арçын ача пакета чăнах та пурăнман çурт çумӗнчи юр çине пăрахнă.

Хӗрарăм çакăнпа ача çинчен манса та каятчӗ пуль, енчен те сывлăхӗ тăрук япăхланман пулсан. Больницăра тухтăрсем хӗрарăм тин кăна ача çуратни, пепки вилме пултарни çинчен полицие пӗлтернӗ те.

Хальхи вăхăтра хӗрарăма урăх çӗре тухса кайма юраманни çинчен алă пустарнă, ун енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.(Сăнӳкерчӗк zhaba.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев