г. Казань
Пăва районӗнчи Альшихре май уйăхӗн 30-мӗшӗнче район чăвашӗсен «Никрут юрри» фестивалӗ пулать.
Июнӗн 2-3-мӗшӗсенче Хусанта наци спорчӗпе вăййисен спартакиадине яланхи пекех чăваш çамрăкӗсем хастар хутшăнаççӗ. Вӗсем футбол, волейбол тата сӗтел çи теннис ăмăртăвӗсенче тупăшаççӗ.
Тутарстанра вăйлă çил-тăвăл тухать, çӗрле вырăн-вырăнпа тăм та ӳкет.
Чемпионатпа çыхăннă чарусем вăя кӗчӗç. Май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен Хусанта митингсем ирттерме, пăшалпа çӳреме тата пропискăна тăма е тухма юрамасть.
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен шучӗпе, Раççей халăхӗшӗн тăван чӗлхесене вӗренесси вӗрентӗвӗн тӗп программинче пулмаллах.
0