Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хавхалантарсан çӗнтерме çăмăлрах

Июнӗн 2-3-мӗшӗсенче Хусанта наци спорчӗпе вăййисен спартакиадине яланхи пекех чăваш çамрăкӗсем хастар хутшăнаççӗ. Вӗсем футбол, волейбол тата сӗтел çи теннис ăмăртăвӗсенче тупăшаççӗ.

Футболпа тӗнче чемпионатне хатӗрленӳ ӗçӗсем хальхи вăхăтра Хусанта хӗрӳ. Хулана тирпей-илем кӗртнисӗр пуçне, анлă культура программине те хатӗрлеççӗ. Тӗнче шайӗнчи черетлӗ спорт уявӗнче тутарстансем яланхи пекех хăнасене республикăпа, çӗршывпа тивӗçлӗн паллаштарӗç. Тутарстанри халăхсен культурине, туслăхне  ТР Халăхсен Туслăх çурчӗ кăтартӗ. Мундиаль вăхăтне Туслăх çурчӗ те, Тутарстан Халăхӗсен Çамрăксен ассамблейи те питӗ интереслӗ мероприятисен программине хатӗрленӗ. Кун çинчен паян «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире Туслăх çурчӗн директорӗпе Ирек Шариповпа Çамрăксен Ассамблейин канашӗн председателӗ Тимур Кадыров каласа пачӗç. Вӗсен сăмахӗсем тăрăх, хатӗрлекен мероприятисен календарӗ çӗнелсе тăрӗ, мӗншӗн тесен мероприятисен шучӗ хушăнсах пырать. Пӗри кăна улшăнусăр – чемпионат вăхăтнче Хусанти Туслăх çуртӗне хăнасем шутсăр нумайăн килесси.

Тутарстан Халăхӗсен ассамблейин чемпионата халалланă мероприятийӗсене Çамрăксен ассамблейи пуçлать. Июнӗн 2-3-мӗшӗсенче Хусанта наци спорчӗпе вăййисен çулленхи спартакиади иртет. Тутарстанра пурăнакан халăхсен çамрăкӗсен командисем «Тулпар» спорткомплексра футбол, волейбол, сӗтел çи теннис, крикет ăмăртăвӗсенче вăй виçеççӗ. Тимур Кадыров сăмахӗсемпе, унта çӗнӗ спорт тӗсӗсене те кӗртесшӗн. Калăпăр, стритбол, хальхи вăхăтра кун пирки калаçусем пыраççӗ.

Паллах, чăваш çамрăкӗсем те яланхи пекех унта хастар хутшăнаççӗ. «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Елена Павлова пӗлтернӗ тăрăх, пирӗн команда (Хусанта вӗренекен 19 хӗрпе каччă) хатӗр те ӗнтӗ. Кăçал чăваш çамрăкӗсем футбол, волейбол тата сӗтел çи теннис ăмăртăвӗсенче наци чысне хӳтӗлӗç. Сăмах май, кăçал Хусанта чăваш çамрăкӗсен тепӗр футбол команди те йӗркеленчӗ, пӗрремӗшӗ «ЧНКА» пулсан, ку «Сувар» ятпа. Шăпах иккӗмӗш командăн футболисчӗсем спартакиадăна хутшăнаççӗ те. Чăваш çамрăкӗсене ăмăртусенче çӗнтерме чӗререн ăнăçу сунатпăр. Хусан чăвашӗсене çав кунсенче вăхăт тупса спартакиадăна килме чӗнетпӗр. Эпир хавхалантарсан пирӗннисене ăмăртусенче çӗнтерме самай çăмăлрах пулӗ. («Аталан» пӗрлешӗвӗн сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана