Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Майăн 25 – июлӗн 25-мӗшӗсемччен юрамасть:

Чемпионатпа çыхăннă чарусем вăя кӗчӗç. Май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен Хусанта митингсем ирттерме, пăшалпа çӳреме тата пропискăна тăма е тухма юрамасть.

Футболпа тӗнче чемпионачӗ çитме шутлă кунсем кăна юлчӗç, унпа çыхăннă чарусем чемпионат иртекен хуласенче, çав шутра Хусанта та, паянтан, май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен, вăя кӗчӗç.

Çапла вара май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен Хусанта митингсене, пикетсене, пухусене тата шествисене ирхине 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен кăна ирттермелле. Мероприяти икӗ сехетрен ытла тăсăлмалла мар. Акци, митинг ирттермелли ятарлă 4 площадкăран иккӗшне кăна хăварнă.  Вӗсем – Дербышки поселокӗнчи Саид- Галиев ячӗллӗ Культура çурчӗ, Юдинăри Чугун çул ӗçченӗсен Культура çурчӗ умӗсенчи тӳремсем. Çакнашкал мероприятисене 15 çынран ытла пухăнма юрамасть.

Çаплах килте хӗç-пăшал (хуть мӗнли те) пуррисем майăн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен пăшал чиксе хула тăрăх çӳремелле мар. Полици пăшала асăрхасан, туртса илет те хуçине июлӗн 25-мӗшӗ хыççăн кăна тавăрса парать.

Кунсăр пуçне май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен нумай функциллӗ центрсенче тата пӗрлехи регистраци центрӗсенче урăх регионтан килнисене Хусанта пропискăна тăратма та, регистраци учетӗнчен кăларма та юрамасть. Çак ӗçе ШӖМре кăна тумалла. Сăмах май, чару хамăр регионти çынсене пырса тивмест. Çаплах тутарстансем енӗпе РФ е ют çӗршыв паспорчӗ илмешкӗн документсем тăратассипе те чарусем пулмаççӗ. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу