Чӗлхе çинчен закон проектне Тутарстан йышăнман
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен шучӗпе, Раççей халăхӗшӗн тăван чӗлхесене вӗренесси вӗрентӗвӗн тӗп программинче пулмаллах.
Тутарстан Патшалăх Канашӗ тăван чӗлхесене ирӗклӗ майпа вӗрентесси çинчен калакан федераллă закон проектне тепӗр хут пăхса тухнă хыççăн та йышăнман. Парламент комитечӗн пуçлăхӗ Разиль Валеев закон проекчӗ обществăра хӗрӳ тавлашусем çуратни пирки каланă. ТР ПК депутачӗсен шучӗпе, Раççей халăхӗшӗн тăван чӗлхесене вӗренесси вӗрентӗвӗн тӗп программинче пулмаллах. Тутарстанри ӗçтешӗсемпе Кабардино-Балкарипе Калмăк, Дагестан парламенчӗсем те килӗшнӗ. Патшалăх Думинче закон проектне кӗркунне пăхса тухаççӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев