г. Казань
Каччăсем хăнасем умӗнчех хӗре вăрласа та кӗчӗç...
Çӗр тӗнӗлне çапса кӗртме районăн сумлă çынни, çыравçă, темиçе кӗнеке авторӗ Иван Павлович Павлов тивӗçрӗ.
Кире пуканне, пӗренене алăра турпас пек вылянтаракан паттăрсем пур-ха пирӗн, пур.
Хăнасене хирӗç хӗрлӗ хăйăва татса çамрăк атлет финиша чупса çитрӗ. Ку вăл – Нурлат чăвашӗ, Совет Союзӗн икӗ хутчен чемпионӗ, çӗр чăмăрне икӗ хутчен чупса çаврăннă Михаил Горелов пулчӗ.
ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева Уява килсен салма касатăп тесе шутламанччӗ пуль.
Ертӳçӗсене урăх пӗр халăхăн уявӗнче те Уяври чухлӗ ташлаттармаççӗ-тӗр. Уяв хапхинчен пуçласа трибуна умне çитичченех ташламасăр ниепле те май çук вӗсен...
0