Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Хуçи мӗнле, çурчӗ çапла

ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева Уява килсен салма касатăп тесе шутламанччӗ пуль.

Ансамбльсенчен тăракан чӗрӗ коридор витӗр тухсан хăнасем чăваш кил-çурчӗн атмосферине лекрӗç. Кунта вара чăвашсен кăтартмалăх пур. Пăхса ытармалла мар хӳхӗм пикисем кăна мӗне тăраççӗ. «Раççей чăваш пики», «Тутарстан чăваш пики», «Уяв пики» конкурс çӗнтерӳçисем Ксения Романова, Василина Романова, Карина Туктамышева, Анастасия Павлова тата илемлӗ пикесен мастерскойӗн, урăхла каласан «Чăваш пики» республика конкурсӗн дирекцийӗн, ертӳçи Сильвия Чаркина кӗтсе илни çынни мӗнле – кил-çурчӗ çапла тенине пӗлтерчӗ.

Тӗрри, кил-тӗрӗшӗ, апат-çимӗçӗ, çемьери хутшăнусем таранах кăтартма тăрăшрӗç нурлатсем « Чăваш кил-çурчӗ» площадкăра. Вӗсене республикăри, ытти регионсенчи ансамбльсем пулăшрӗç. Таçта та юрă-кӗвӗ янăрарӗ. Çапла майпа уява хутшăнакан ансамбльсем пурте пӗрле театрализациленӗ пӗрлехи постановкăна пӗрлешрӗç.

Ăнăçлă пурнăçăн никӗсӗ туслă çемьере пулни çине пусăм турӗç йӗркелӳçӗсем. Калăпăр, кунти арçынсем ача кӗтекен мăшăрӗсене юратса куç пек упранине, килте кӗпе çума, кӗпе-йӗм якатма ӳркенменнине темле хӗрарăм та ăмсанӗ. Сăмах май, «Чăваш кил-çуртӗнче» сумлă хăнасем валли те «ӗç» тупăнчӗ. ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева акă, Уява килсен салма касатăп тесе шутламанччӗ пуль. Чиновник çухалса каймарӗ, самантрах алла çӗçӗ тытса чăн-чăн тутар хӗрарăмӗн ăсталăхӗпе çӳхен-çӳхен килти лапша касма пуçларӗ. «Илемлӗ те хăйне евӗрлӗ вăл чăвашсен Уявӗ»,– терӗ вăл каярах трибуна çинчен ТР Президенчӗн саламне çитернӗ май. Пӗр кун маларах кăна-ха Шупашкарта тутар культурин Раççей Сабантуйне те çӳллӗ шайра ирттернине аса илсе хăварчӗ (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев