Ташламасăр та май çук
Ертӳçӗсене урăх пӗр халăхăн уявӗнче те Уяври чухлӗ ташлаттармаççӗ-тӗр. Уяв хапхинчен пуçласа трибуна умне çитичченех ташламасăр ниепле те май çук вӗсен...
Чăваш культурин чи пысăк мероприятийӗ ытти регионта Акатуй пулсан, Тутарстанра – Уяв. Çулталăк мероприятийӗ кăçал Нурлатра июлӗн 8-мӗшӗнче иртрӗ. Шăрăх çанталăка пăхмасăр уява чăвашсем яланхи пекех республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, кӳршӗллӗ Пушкăртстанран, Самар облаçӗнчен, Чăваш Енрен килсе çитрӗç. Çавна кура уяв картинче мӗнле тумлă-эрешлӗ кăна чăваш çукчӗ пулӗ. Сумлă хăнасем те йышлăнччӗ: ТР Премьер-министрӗн çумӗ Л.Фазлеева, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ф.Сибагатуллин, ТР культура министрӗ И.Аюпова, ТР ЧНКА председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Д.Самаренкин, ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ К.Яковлев, ЧНК президенчӗ, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Н.Угаслов, Нурлат район Ӗçтăвком ертӳçи пуçлăхӗ А.Ахметшин, республикăри район ертӳçисем, Хусан епархийӗн чăваш чиркӗвӗсен секторӗн председателӗ Игнатий архимандрит тата ыттисем.
Сăмах май, ертӳçӗсене урăх пӗр халăх уявӗнче те Уяври чухлӗ ташлаттармаççӗ-тӗр. Уяв хапхинчен пуçласа трибуна умне çитичченех ташламасăр ниепле те май çук вӗсен, кӗтсе илекеннисем пултарулăх ушкăнӗсем-çке. Кам-кам та, вӗсем темле хăнана та ташлаттараççӗ, ыйтса та тăмаççӗ, çав шутра РФ Патшалăх Думин депутачӗн тимлӗ хуралçисене те. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев