г. Казань
Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнчи 64-ри Ольга Моисеева вырсарникун ирхине 8 сехет тӗлӗнче тăванӗсем патне Нурлата тухса кайнă, анчах та палăртнă çӗре çитеймен, килне те таврăнман.
Ылтăн Урта йӗркеленнӗренпе 750 çул çитнине Хусан 2019 çулта паллă тума хатӗрленет. Конференцие Казахстан, Азербайджан, Кыргызстан, Швеци, Норвегипе Итали историкӗсемпе культурологӗсене чӗннӗ.
Чӗлхеçӗсем 30 яхăн словарь авторӗн Михаил Иванович Скворцовăн вилтăпри çине пӗрлехи вăйпа палăк лартма хатӗрленеççӗ.
Раççей çыннисем ноябрӗн 30-мӗшӗччен ВеликиеИмена.рф, «ВКонтакте» е «Одноклассники» сайтсенче е 8-800-707-93-17 «хӗрӳ лини» çине шăнкăравласа «пӗр сасă – пӗр аэропорт – пӗр ят» принциппа сасăлама пултараççӗ. Çаплах чугун çул вокзалӗсенче, аэропортсенчи волонтерсен посчӗсенче тата самолетсем çинче сасăлама та май пур.
Паян, ноябрӗн 21-мӗшӗнче, Тутарстанăн архив службине 100 çул çитет. Пысăкăшӗпе вăл Раççейре 4-мӗш вырăнта тăрать. Паянхи кун тӗлне республикăн 25929 фондӗнче пурӗ 7,4 миллион документ упранать.
0