ТУТАРСТАН АРХИВ СЛУЖБИНЕ 100 ÇУЛ
Паян, ноябрӗн 21-мӗшӗнче, Тутарстанăн архив службине 100 çул çитет. Пысăкăшӗпе вăл Раççейре 4-мӗш вырăнта тăрать. Паянхи кун тӗлне республикăн 25929 фондӗнче пурӗ 7,4 миллион документ упранать.
Паян, ноябрӗн 21-мӗшӗнче, Тутарстанăн архив службине 100 çул çитет. Пысăкăшӗпе вăл Раççейре 4-мӗш вырăнта тăрать. Паянхи кун тӗлне республикăн 25929 фондӗнче пурӗ 7,4 миллион документ упранать. Вӗсенчен 4,1 миллионӗ 1709-2012 çулсенчисем, ыттисем XI-XVII ӗмӗрсенчи. Çаплах вырăс патшисен грамотисем, Габдулла Тукайăн сăнӳкерчӗкӗпе унăн сăввисен алçырăвӗ, Евгений Боратынскийпе Муса Джалиль поэтсен, Мулланур Вахитов революционерăн çырăвӗсем, ТАССР Конституцийӗ.
Архив служби 100 çул çитнине халалласа Хусанта паян нумай мероприяти иртет. Архивăн çӗнӗ çуртне (Декабристсен урамӗ, 4-мӗш çурт) ТР Президенчӗ Р.Минниханов килсе курать. Çаплах йăх тымарне тӗпчекенсен тата архивсен республика конкурсӗсенче çӗнтернисене чыслаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев