Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аэропортсем кам ячӗпе хисепленесси пиртен килет

Раççей çыннисем ноябрӗн 30-мӗшӗччен ВеликиеИмена.рф, «ВКонтакте» е «Одноклассники» сайтсенче е 8-800-707-93-17 «хӗрӳ лини» çине шăнкăравласа «пӗр сасă – пӗр аэропорт – пӗр ят» принциппа сасăлама пултараççӗ. Çаплах чугун çул вокзалӗсенче, аэропортсенчи волонтерсен посчӗсенче тата самолетсем çинче сасăлама та май пур.

Раççейри чи пысăк 47 аэропорта (çав шутра Тутарстанри икӗ аэропорта та) çӗршывăн паллă çыннисен ячӗсене парас проект вӗçленесси нумай юлмарӗ. Ку е вăл аэропорт малалла камăн ячӗпе хисепленесси пиртен кашнинчен килет. Раççей çыннисем ноябрӗн 30-мӗшӗччен  ВеликиеИмена.рф, «ВКонтакте» е «Одноклассники» сайтсенче е 8-800-707-93-17 «хӗрӳ лини» çине шăнкăравласа «пӗр сасă – пӗр аэропорт – пӗр ят» принциппа сасăлама пултараççӗ. Çаплах чугун çул вокзалӗсенче, аэропортсенчи волонтерсен посчӗсенче тата самолетсем çинче сасăлама та май пур.

Тутарстансем «Хусан» аэропорт валли виçӗ ят суйланă, вӗсем – совет авиаконструкторӗ Андрей Туполев, тутар поэчӗсем Муса Джалильпе Габдулла Тукай. «Бегишево» аэропорт валли тăватă претендент палăртнă: ученăй Дмитрий Менделеев, патшалăх деятелӗ Николай Лемаев, композитор Салих Сайдашев тата художник Иван Шишкин.  Сасăлав пӗтӗмлетӗвӗ декабрӗн 5-мӗшӗнче паллă пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество