Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Ылтăн Уртан 750 çулне паллă тума хатӗрленет

Ылтăн Урта йӗркеленнӗренпе 750 çул çитнине Хусан 2019 çулта паллă тума хатӗрленет. Конференцие Казахстан, Азербайджан, Кыргызстан, Швеци, Норвегипе Итали историкӗсемпе культурологӗсене чӗннӗ.

2019 çулта Хусан Ылтăн Урта йӗркеленнӗренпе 750 çул çитнине паллă тума хатӗрленет. Çак тӗллевпе кунта халăхсем хушшинчи конференци ирттерме палăртнă. Мероприятие Хусанти федераллă университетпа Ш. Марджани ячӗллӗ Истори институчӗ ирттерет.  КФУ проректорӗ Р.Валеев «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, конференцие Казахстан, Азербайджан, Кыргызстан, Швеци, Норвегипе Итали историкӗсемпе культурологӗсене чӗннӗ. Профессор сăмахӗсем тăрăх, мероприяти çав тери пӗлтершлӗ, мӗншӗн тесен Ылтăн Урта нумай халăх культурине пӗрлештернипе чечекленме пултарнă. Тутарстан Ылтăн Уртана тӗпчемелли центра çаврăнчӗ. Пăлхар хулин чечекленӗвӗ те Ылтăн Урта эпохипе çыхăннă. 1240-1270 çулсенче кунта  Уртан тӗп хули вырнаçнă пулнă. Авалхи Пăлхара ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртни  те Ылтăн Уртан пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине кăтартать. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юдино