г. Казань
Юлашки кăтартусем тăрăх Раççейре коронавируспа 221 344 çын чирленӗ.
Чирлекенсен шучӗ чакмасан та самоизоляцирен майӗпен тухса пыратпăр. Анчах ку санитари нормисене пăрахăçламаллине пӗлтермест. Обществăлла вырăнсенче маскăсăр çӳреме юрамасть.
Май уявӗсем хыççăн Тутарстанра электронлă пропусксем пулмаççӗ, урăхла каласан, граждансене урама тухма ӗçрен справка та, СМС-код та кирлӗ мар.
0