Мӗн тейӗ Раççей Президенчӗ?
Юлашки кăтартусем тăрăх Раççейре коронавируспа 221 344 çын чирленӗ.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин регионсен ертӳçисемпе кану кунӗсене тăсасси пирки каншлу ирттерессине пӗлтернӗ патшалăх пуçлăхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков «Интерфакс» агентствăна. «Ыран президент кану кунӗсене коронавируса пула тăсасси пирки канашлу ирттерет. Пулӗ-и çӗнӗ йышăну – ăна канашлу хыççăн пӗлӗпӗр», – тенӗ Песков майăн 10-мӗшӗнче интерфакса. Аса илтеретпӗр, кану кунӗсен пӗрремӗш тапхăрӗ мартăн 28-мӗшӗнчен тытăнса апрелӗн 5-мӗшӗччен пычӗ, унтан ăна апрелӗн 30-мӗшӗччен, вара майăн 11-мӗшӗчченех тăсрӗç. Юлашки кăтартусем тăрăх Раççейре коронавируспа 221 344 çын чирленӗ.
И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев