Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Май уявӗсем хыççăн килтен тухма юрать

Май уявӗсем хыççăн Тутарстанра электронлă  пропусксем  пулмаççӗ, урăхла каласан, граждансене  урама тухма ӗçрен справка та, СМС-код  та кирлӗ мар.

ТР Министрсен Кабинечӗ «Тутарстан Республикинче коронавирус инфекцийӗ сарăласран йышăннă мерăсем çинчен» çӗнӗ Постановлени йышăнчӗ. Унпа килӗшӳллӗн, май уйăхӗн 12-мӗшӗнчен килтен тухма электронлă пропусксем пулмаççӗ, анчах халăх çӳрекен вырăнсенче, транспортра, лавккасенче маскăсăр тата перчеткесӗр çӳремелле мар. Çаплах ача-пăча, спорт площадкисене тухма юрамасть. Хула-районсем хушшинчи яланхи рейссемсӗр пуçне ытти автобуссен халăха турттарма юрамасть.

Май уйăхӗн 12-мӗшӗнчен автосалонсене, ЗАГС уйрăмӗсене, 400 тăваткал матр лаптăкран пысăк мар, урамран кӗмелли уйрăм алăк пур тум-тир, атă-пушмак лавккисене ӗçлеме ирӗк панă. Анчах ку сферăра та санитари нормисене пăхăнмалла, ЗАГС уйрăмӗсенче çырăннă вăхăтра,тӗслӗхрен, хăнасен шучӗ 10 çынран ытла пулмалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус