Самоизоляцирен тухса пыратпăр
Чирлекенсен шучӗ чакмасан та самоизоляцирен майӗпен тухса пыратпăр. Анчах ку санитари нормисене пăрахăçламаллине пӗлтермест. Обществăлла вырăнсенче маскăсăр çӳреме юрамасть.
Майăн 12-мӗшӗнчен çынсен килтен пропусксемсӗр тухса çӳреме юрать те-ха, анчах чирлекенсен шучӗ кунсерен сахалланса пыни курăнмасть. Паян Тутарстанра тепӗр 90 çын чирленӗ пулăма палăртнă. Вӗсенчен иккӗшӗ илсе кӗнисем. Кун пирки ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтерет. 33 çынна больницăна хунă, 57-шӗ килте сипленет. Пуринчен ытла коронавирус вăйпитти çынсен хушшинче, 30 – 50 çултисем, сарăлнă, пурӗ 40 çын, унтан 60 – 70-тисем пыраççӗ – 16, 50 – 60-тисем хушшинче 14 çын чирленӗ. Пӗтӗмпе республикăра Covid-19 инфекцийӗпе 1761 çын чирленине палăртнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев