Шăматкун каçпа редакцие вăл сăвă ярса пачӗ, тепӗр кун вăл ӗмӗрлӗхех куç хупнине пӗлтӗмӗр
Тăхăрьял тăрăхӗн паллă сăвăçи, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗпе «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ пайташӗ, Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗн, Чăваш профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ, вун пилӗк кӗнеке авторӗ
Николай Михайлович ДВОРОВ-ШЕМЕКСЕМ
вăхăтсăр вилсе кайнă пирки унăн тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе пӗрле чӗререн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Николай Михайловичăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ.ТР Чăваш наципе культура автономийӗ, ТР ЧНКА çумӗнчиЧăваш çыравçисен союзӗ,Пăва районӗнчи ЧНКЦ,«Сувар» хаçат коллективӗ.