Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра коронавирусран пурӗ 10 çын вилнӗ

Апас районӗнчи лару-тăру лăпланма васкамасть-ха. Çак районта паян тепӗр 6 çынра коронавируса тупса палăртнă

Владимир Путин шкулсенче патриотизмла воспитани урокӗсем кӗртме хушнă. Çӗнтерӳшӗн пуçӗсене хунă салтаксене астумаллах, чысламаллах вӗсене. Ку питӗ те тӗрӗс йышăну. Пирӗн суперменсем тата тимӗр çынсем никӗсӗнче вӗрентмелле мар ачасене, хамăрăн та паттăрсем нумай.

Мирлӗ пурнăçра та паттăрлăх кăтартма пулать. Хальхи вăхăтра хăйсен пурнăçӗсене шеллемесӗр тухтăрсемпе медсестрасем, фельдшерсемпе санитарсем хăрушă вируспа кӗрешеççӗ, вилӗм аллинчен çынсен пурнăçӗсене çăлаççӗ.  

 

Паян Тутарстанра тепӗр 75 çынра коронавирус тупнă. Вӗсенчен пӗри ют регионран килнӗ çын, ыттисем хамăр республикăранах. 24 çынна пульницана вырттарнă, 51-шӗ симптомсăр е çăмăл формăпа килӗсенче сипленеççӗ.

Хусанта 24 çын чирленӗ, Çырчаллинче – 23, Анат Камăра – 7. Апас районӗнчи лару-тăру лăпланма васкамасть-ха. Унти пульницана карантина хупнă, Васкавлă пулăшу уйрăмӗ кăна ӗçлет. Çак районта паян тепӗр 6 çынра коронавируса тупса палăртнă. Рыбнослободски районӗнче 4 çын чирленӗ, Ешӗлварта – 3, Пестрецы районӗнче – 2. Элмет, Атня, Çӳльту, Лайăш, Саба, Тукай районӗсенче пӗрер çын чирленӗ.

Майăн 22-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра пурӗ 2621 çын Covid-19-па чирленӗ. Вӗсенчен 10 çын вилнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев