Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Шăматкун каçпа редакцие вăл сăвă ярса пачӗ, тепӗр кун вăл ӗмӗрлӗхех куç хупнине пӗлтӗмӗр

Тăхăрьял тăрăхӗн паллă сăвăçи, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗпе «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ пайташӗ, Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗн, Чăваш профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ, вун пилӗк кӗнеке авторӗ Николай Михайлович ДВОРОВ-ШЕМЕКСЕМ вăхăтсăр вилсе кайнă пирки унăн тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе пӗрле чӗререн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Николай Михайловичăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ.ТР Чăваш наципе культура автономийӗ, ТР ЧНКА çумӗнчиЧăваш çыравçисен союзӗ,Пăва районӗнчи ЧНКЦ,«Сувар» хаçат коллективӗ.

Ку эрне Тутарстан чăвашӗсемшӗн хурлăхлă хыпартан пуçланчӗ. Майăн 17-мӗшӗнче, вырсарникун, «Сувар» хаçатăн кулленхи авторӗ, çывăх юлташăмăр Николай Михайлович Дворов яланлăхах пиртен уйрăлса кайнине пӗлтӗмӗр...
Çак хыпара илтсен шанас килмерӗ. Мӗнле-ха капла? Пулма пултараймасть. Вырсарникун ирхине редакци почтине мӗнле çырусем килнине уçса пăхрăм. Унта Н.М.Дворовран та çӗнӗ сăвă килнине асăрхарăм. Вăл ăна шăматкун çӗрле, 22 сехет те 50 минутра янă. Нумай та вăхăт иртмерӗ, тепӗр кун кăнтăрла çитеспе, Евгений Андреевич Турхан Н.М.Дворов вилсе кайни пирки пӗлтерчӗ. Усал хыпар утпа çӳрет теççӗ çав... Ӗненес килмест...
Чăн-чăн поэт çапла пуль çав вăл: шухăшласа пăхăр-ха, Николай Михайлович виличчен сăвă çырма пăрахман, юлашки сăввине вăл хăйӗн юратнă «Сувар» хаçачӗн редакцине те ярса пама ӗлкӗрнӗ. Тепӗр темиçе сехетрен вара ӗмӗрлӗхех куçне хупнă юлташăмăр...
Николай Михайлович Дворов Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче 1940 çулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, Пăвари техучилищӗре, Хусанти ял хуçалăх институтӗнче вӗренсе пӗлӳ илнӗ. Слесарь, вӗрентекен, тӗп инженер, колхоз председателӗ пулса ӗçленӗ. Хăй каласа панă тăрăх, 1962 çулта сăвăсем çырма пуçланă. Апла пулин те хаçат-журналсенче унăн хайлавӗсем 1989 çултан кăна пичетленме тытăннă.
Тăхăрьял тăрăхӗнче ӗмӗрне ӗмӗрленӗ паллă сăвăçă 1999 çултанпа Раççей тата Чăваш профессиллӗ писательсен союзӗсен пайташӗ. Н.Дворов – вун пилӗк кӗнеке авторӗ. Юлашки çулсенче вăл сăвăсем çырнипе пӗрлех обществăлла ӗçсене те хастар хутшăннă. Пăва районӗнчи ЧНКЦ пайташӗ пулнă май, поэт пысăк хастарлăхпа палăрнă,  нумай паха пуçарусем тунă. Акă, Н.Дворов сӗннипе тата пулăшса пынипе Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ çумӗнче культурăпа ӳнер ӗçченӗсен, таврапӗлӳçӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. Ăна Анатолий Малышев таврапӗлӳçӗ тата сăвăç ертсе пырать. Çак союз ӗçӗсенче, уйрăмах творчество ӗçченӗсен Валентин Урташ премине туса хурас, лауреат паллине хатӗрлес ӗçсенче те Дворов тӳпи пысăк. Вăл тăрăшнипех тата активлă ӗçленипе Валентин Урташăн тăван ялӗнче унăн палăкне лартнă, Элшелӗнче çак сăвăçăн тата Владимир Чебоксаровăн, Николай Дедушкинăн, Шемекре Тайăр Тимккипе Константин Петровăн асăну хăмисене уçнă...
Каласа хăвармалла, Николай Михайлович тăрсан-тăрсан пӗр сăввисене пухса ярса паратчӗ редакцие. Пирӗнпе çыхăну тытма пӗрре те чарăнман. Унăн пичетленсе ӗлкӗреймен сăввисем те пайтах-ха редакцире. Хушăран шăнкăравласа та илетчӗ, пирӗн халсемпе интересленетчӗ, хаçатра тухнă материалсене сӳтсе яватчӗ. Шел, шутсăр талантлă çынна çухатрăмăр... Йывăр тăпру çăмăл пултăр, Николай Михайлович. Сирӗн ырă сăнарăра эпир нихăçан та манмăпăр.
Хаклă вулаканăмăрсем, сире Николай Дворовăн пичетленсе ӗлкӗреймен сăввисемпе паллашма сӗнетпӗр. Çавсен шутӗнче майăн 16-мӗшӗнче редакцин электронлă почти çине янă «Тепӗр утăм» сăвви те пур. Вăл ăна çывăх юлташне, Тăхăрьялти паллă çыравçа Анатолий Малышева халалланă.
 
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
 
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев