ЯПОНИРЕ ЧĂВАШ ЧӖЛХИН КӖНЕКИ ТУХНĂ
Токиори халăхсен тӗпчевӗн университечӗ кăçал февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче «Чăваш чӗлхи тата культури» кӗнеке пичетлесе кăларнă. Ăна университетăн профессорӗпе чӗлхеçи Синдзиро Кадзамăпа Юто Хисияма пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене чӑвашла, вырӑсла тата яппунла çырнӑ. Чӑвашла текстсене вырӑсла, яппунла куçарнӑ.