Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯПОНИРЕ ЧĂВАШ ЧӖЛХИН КӖНЕКИ ТУХНĂ

Токиори халăхсен тӗпчевӗн университечӗ кăçал февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче «Чăваш чӗлхи тата культури» кӗнеке пичетлесе кăларнă. Ăна университетăн профессорӗпе чӗлхеçи Синдзиро Кадзамăпа Юто Хисияма пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене чӑвашла, вырӑсла тата яппунла çырнӑ. Чӑвашла текстсене вырӑсла, яппунла куçарнӑ.

Кӗнеке валли текстсене авторсем интернетран та, кӗнекесенчен те илмен – хăйсем пухнă. Синдзиро Кадзама профессор кӗнеке валли текстсене темиçе çул каялла Чăваш Ене тата ытти республикăсенче пурăнакан чăвашсем патне ятарласа килсех диктофон çине çырса кайнăччӗ. Тутар чӗлхипе литературин олимпиадин çӗнтерӳçи (2014 çул) пулнă Юто Хисияма Хусан университетӗнче икӗ çул магистратурăра вӗренсе пӗлӳ пухнăскер, чăваш чӗлхине хăй тӗллӗн вӗреннӗ, тӗпчет. Вăл пирӗн хаçатăн тусӗ те.
Яппун ученăй-филологӗсем чăваш чӗлхин диалекчӗсем çине нумай тимлӗх уйăраççӗ, мӗншӗн тесен чăваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен çемйинче чи пысăк вырăн йышăннине палăртаççӗ. «Чăваш чӗлхи тата культури» кӗнеке кăларса  та акă питӗ пысăк ӗç тунă вӗсем. Шел, чӗлхемӗр виçепе виçме çук пуянлăх пулнине чăвашсем хамăр кăна ăнланмасăр, шута хумасăр вырăса тухас çул çине тăма пăхатпăр. (Юто Хисияма сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2021 - Год родных языков и народного единства