Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Беловкăсен «Хамăр ялӗ»

Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.

Аксу районӗнчи Беловка ялӗнчи «Хамăр ял» фольклор ушкăнӗ юрланине темиçе хутчен те курма тӳр килнӗ: ялта ирттернӗ концертсенче, пилӗк çул каялла çак ялăн 95 çулхи юбилейӗнче, Нурлатра, Аксура Раççей шайӗнче иртнӗ Уявсенче... Халь интернетра вырнаçтарнă видеороликсенче те тăтăшах кăтартаççӗ. Ансамбльте юрлакансен сасси пурин те янравлă, пӗр тикӗс илтӗнет, хусканăвӗсем те питӗ килӗшӳллӗ. Ташлама пуçласан, вӗсемпе пӗрле тăрса ташлас килет. Хӗрарăмсем çемçен утса шăваççӗ, урисене çӗре лектермен пекех, арçынсем хăвăрт та, ура хуçса та ташлама пултараççӗ. Çак юрă-ташă ушкăнӗ ял-йыша хăйӗн пултарулăхӗпе нумай çул савăнтарать, кашни концертра ансамбль репертуарӗнче çӗнӗ юрă е ташă.

Юрă пӗрле пулма хистет
Мӗн илӗртет-ши ансамбльти юрăçсене ниме пăхмасăр клуба репетицие çӳреме? Эрнере – икшер-виçшер хутчен. Хăш-пӗр чухне концертсене, фестивальсене хатӗрленнӗ чух кашни каç та пухăнма тӳр килнӗ. Вӗсем пурте пенсие тухнăскерсем, килти ӗçсене вӗçлесен çемçе диван çинче телевизор курса кăна лармалла пек. Çук çав! Паллах, пӗр-пӗрне курса калаçни, пӗрле юрлани вӗсемшӗн пысăк савăнăç. Анчах ку кăна мар, вӗсене пурне те пӗр шухăшлă сăваплă тӗллев çыхăнтарса тăрать çак ансамбль йышӗнче: чăваш халăхӗн ӗлӗкхи йăли-йӗркине сыхласа хăварасси, çамрăксене вӗсемпе паллаштарасси, хальхи чăваш культурине те аталантарасси туртать вӗсене Культура çурчӗ еннелле. Пӗр ӳстермесӗрех паллă – вӗсене пурне те юрă çывăхлатать, пӗрле пулма хистет. Малтанхи пекех, çулсем çӳлелле кармашнине пăхмасăр, юратнă ӗçе кайнă пек, ӳркенмесӗр, тулли кăмăлпа, хавхаланса юрлама çӳреççӗ.
Çак самантра Вера Кузьминична Кузьмина пӗр интервьюра каланă сăмахсем аса килчӗç: «Кашни çыннăн хăйӗн умне тӗллев лартмалла. Пӗчӗк тӗллев пултăр-и вăл – çав тӗллеве пурнăçламалла. Манăн яланах тӗллевсем пур, çав тӗллевсем пулнипе мана пурăнма çав тери çăмăл. Халь пенсире пулсан та ман килте алла усса ларас килмест. Ăçта та пулсан кайса мӗн те пулин тумаллах. Эпӗ никама та кирлӗ мар тесе шухăшлама пуçласан пурнăç питӗ йывăр пулать».
Мӗнле ансат сăмахсемпе пурнăçа юратса питӗ тӗрӗс каланă халь 98-па  чиперех утса пыракан СССР Халăх артисчӗ Вера Кузьмина. Унпа эпӗ пӗрре мар тӗл пулса калаçнă. Вăл пирӗн хулана Тольяттие те пӗрре мар драмтеатрпа килнӗ, Шупашкарта та 90 çул тултарнă ятпа ирттернӗ юбилейӗнче пулма тӳр килнӗччӗ мана. Шутлатăп та, «Хамăр ял» ушкăнри юрлакансем те унран тӗслӗх илнӗ пекех туйăнса каять. Эппин çак ансамбльте юрлакансемпе сире те паллаштарам-ха, вулаканăмăрсем.

Йышра хуларан таврăннисем те, лавкка тытакан та пур
Вера Андреевна Дмитриева пенсие тухичченех çак ялта клуб заведующийӗ пулса ӗçленӗ. Вăл вырăнти клуб йӗвенне çамрăк специалиста, Хусанти патшалăх культура институтӗнчен вӗренсе тухнă  Тамара Леонтьевна Андреевăна ыр сунса тыттарнă. Пирвайхи çулсенче  çӗнӗ клуб ертӳçине нумай пулăшу кӳнӗ, паянхи кун та яланах пулăшма хатӗр. Ансамбльте чи хастаррисен шутӗнче вăл.    
Валентина Степановна Селивановăпа Валентина Александровна Бульбова мӗн ансамбль йӗркеленнӗренпех унăн тӗп пайӗнче шутланса тăраççӗ. Ансамбль ӗçӗнче вӗсен пайти сӗре пысăк. Иккӗшӗ те пултаруллă юрăçсем. Валентина Селиванова вара илемлӗ юрланипе кăна мар, сăвăсем каласа та савăнтарать куракансене. Хăй çырнă сăввисем те пур унăн.
Çӳçсем шуралма пуçласан темшӗн тăван ял хăй патне туртать пире.  Тăтăшах ачалăхри самантсем аса килеççӗ: çуркунне сип-симӗс курăк шăтнă-шăтман çурхи хӗвелпе ирӗлекен шывлă юр çине çара уран çатлаттарса кӗрсе кайни, таканккипе ярăнни, çулла Сӗнчере пули-пулми пралукран авса тунă вăлтасемпе ырашпăтри (пирӗн патра «кутан» теççӗ) тытни, хӗлле пăр шăнсан авăк патаксемпе сӗм тӗттӗмлениччен хоккейла выляни... Çакăн пек ырă асра юлнă пулăмсем йыхравлаççӗ пуль çуралнă çӗре таврăнма. Арлă-арăмлă Ирина Леонидовнăпа Сергей Васильевич Улановсене те, тен, ачалăхри асаилӳсемех Çырчаллинчен тăван яла таврăнма хистенӗ? Вӗсене, пултарулăхне кура, тӳрех çак ансамбле юрлама илнӗ. Клубра та пӗр вăхăт ӗçленӗ вӗсем. Нумай пулмасть Сергей Уланова ял-йыш хисеплесе ял старостине суйларӗ. Кунта вăл яваплă вырăнта, унăн паха ӗçӗсем ял хутлăхӗнче курăнма та пуçларӗç.
Кивӗ Тимушкел шкулӗнче пӗрле вӗреннӗ Валерий Васильевич Янилкин та пенсие тухсан яла таврăннă. Ялти мероприятисене хутшăнма пуçланă. «Хамăр ял» ансамбль сцена çинче юрланине пӗрре курсанах килӗштернӗ. Ансамбль репертуарӗнчи юрăсене вӗренме пуçланă, баян калама тытăннă. Халь вăл та ансамбль пайташӗ. Юрлать те, чăвашла хитре те тӗрӗс ташлать те.
Тата тепӗр питӗ кирлӗ çын «Хамăр ялта» – Петр Николаевич Алексеев. Аван юрлать. Ялта лавкка тытса тăраканскер, кирлӗ чухне спонсорла пулăшу та кӳрет. Юратать юрлама та, юрланине итлеме те. Çавăнпа вăл – «Юрă – çыншăн чун уççи» тесе пӗрмаях ытаруллăн калать.
Хальхи коронавирус пандемийӗ вăхăтӗнче клуб ӗçне онлайн майпа хаклаççӗ. Мероприятие питӗ лайăх ирттерсен те ăна видео ӳкерсе е сăнӳкерчӗксем туса кăтартмасан, çав мероприятие çӳлте ларакан пуçлăхсем ирттернӗ тесе йышăнмаççӗ.  
Культура çурчӗн директорӗ Т.Л.Андреева кунта техничка пулса ӗçлекен Ирина Николаевна Давыдовăна чун-чӗререн тав тăвать. Вăл Культура çуртӗнче тирпейлӗх тытни кăна мар, хăй ирӗкӗпе кашни иртекен мероприятие мӗн пуçласа вӗçне çитиччен ӳкерсе илет. Шутласан, ку пысăк та кирлӗ ӗç. Асăнмалăх та, отчет тумалăх та. Ирина Давыдова ансамбльте те юрлать, сасси унăн уçă та янравлă. Праçниксенче сценăна илемлетес енӗпе нумай пулăшать. Çавăнпах пуль Тамара Леонтьевна ăна «манăн сылтăм алă» тесех хаклать.
Тамара Андреева – «Хамăр ял» фольклор ансамблӗн илемлӗ пултарулăх ертӳçи.  Вăл хăйех аккомпаниатор та. «Ансамбльте юрлакансем эпир тăхăр çын. Пурте тенӗ пекех хамран самаях аслă пулсан та, вӗсемпе ӗçлеме çав тери кăмăллатăп. Туслă, хастарлă, пултаруллă, чăмăртанса тăнă ушкăн. Пӗр кӗтмен çӗртен сцена çине тухма тиврӗ-тӗк, пурте тӳрех килӗшеççӗ, никама та ӳкӗтлемелле мар», – каласа парать Тамара Леонтьевна.  

Ялан сцена çинче
Чăнах та, ансамбль ялан сцена çинче. Ялсем хушшинчи проектсене те хутшăнмасăр юлман, унта призлă вырăнсем йышăннă. Кашни çул ансамбль республикăри ветерансен пултарулăхӗн «Балкыш» фестивальне хутшăнать. Икӗ хутчен Аксу районӗнчи коллективсен  хушшинче 1-мӗш турта çӗнтернӗ, 2-мӗш тура Алексеевскине кайма тивӗçлӗ пулнă. Хусана хальлӗхе çитеймен-ха, анчах унта та сцена çине тухас ӗмӗчӗсем пур. Тӗллев лартнă.
Ансамбль питӗ туслă пулни сцена çинче кăна мар, Культура çуртӗнче  ирттерекен ытти мероприятисенче те курăнать. Ăçта кăна хутшăнмаççӗ вӗсем. Алă ӗçӗнче пурте ăстаçă, хушпусене хăйсем тунă, сурпанӗсене, чӗрçиттисене, кӗписене çӗлесе, чăвашла тӗрлесе эрешленисем – вӗçех хăйсен алли витӗр тухнă. Хӗлле те вӗсене килте лартаймăн, ушкăнпа йӗлтӗрпе ярăнма тухаççӗ. Хуласенче скандинави уттипе пыракансене часах курма пулать-ха, анчах ял çынни темшӗн вăтанать. «Хамăр ял» ансамбль юрăçисем вăтанмаççӗ, калаçса татăлаççӗ те пурте пӗрле тухаççӗ – ял урамӗпе уттара параççӗ. «Пăхăр, курăр! Сывлăха упрас тесен пирӗнпе пӗрле утăр!» – тесе агитаци тунă пекех пӗр именмесӗр аллинчи патаксене меллӗн куçарса утаççӗ.
Шанатăп – сывлăха упраса, юрласа-ташласа нумай çул савăнтарӗ-ха халăха «Хамăр ял» ушкăн, унăн палăртса хунă çутă тӗллевӗсем пурнăçланаççех. (Владимир ЛЕВУКОВ. Автор тата К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество