ПЕТР МУСКАТИНОВĂН ХАЛЬХИНЧЕ КӖМӖЛ МЕДАЛЬ
Февралӗн 17-18-мӗшӗсенче Орел хулинче сывлăх енчен çирӗпех маррисен хушшинче армрестлингпа иртнӗ XVII Раççей чемпионатӗнче Аслă Аксу чăвашӗ кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ.
Петр Мускатинова чемпионатран килнӗ кун, февралӗн 20-мӗшӗнче, тăван ялӗнчи – Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксури – клубра ял-йыш, шкул ачисем, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов тата район ертӳçин çумӗ Алексей Ярухин хаваслă лару-тăрура саламларӗç.
Нумай ăшă сăмах каларӗç пухăннисем спортсмена çав кун, пурте ыттисемшӗн пур енчен те тӗслӗх пулнине палăртрӗç. Петр Мускатинов хальччен Раççей, Европа, тӗнче чемпионачӗсенчен пӗрре те медальсӗр таврăнни пулман. Хăй каланă тăрăх, хальхинче те çӗнтересси пирки малтанах иккӗленмен, пӗрремӗш вырăна тухма вара кăшт кăна вăйӗ çитеймен. Ку та савăнтарать, кулленхи тренировкăсем ахаль пулман апла. Çакăн пек пысăк ăмăртусенче çӗнтерме ăна çемйи (сăмах май, шкулта вӗренекен ывăлӗсем те хăй пекех мӗн пӗчӗкрен спортпа туслă), тăванӗсем, ял-йыш вăй парса тăраççӗ.
Ентеш-спортсменăн сумлă наградисен çумне çав кун тепӗр награда та хушăнчӗ. Алексей Ярухин Петр Мускатинова районăн 90 çуллăхне халалланă асăнмалăх медальпе наградăларӗ. Саламлатпăр!
Аса илтеретпӗр, Петр Николаевич Мускатинов Тутарстан, Раççей сборнăйӗсен спортсменӗ, çӗршыв, Европа (2018), Тӗнче ăмăртăвӗсен (2016) бронза, кӗмӗл призерӗ. Тутарстан Республикин (тен, Раççейӗпех те) ку спорт тӗсӗпе çакăн пысăкăш çитӗнӳ тунă, ялта пурăнакан пӗртен-пӗр чăваш! Унăн пухмачӗнче 20 ытла медаль. Ентешӗмӗрпе вăл Орел хулинчи чемпионатран таврăннă кунах (февралӗн 20-мӗшӗнче) телефонпа çыхăнтăмăр.
– Петр Николаевич, чи малтан сире чемпионатра кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ ятпа тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗпе редакци ӗçченӗсен тата хамăр вулакансен ятӗнчен саламлатпăр!
– Тавах.
– Шучӗпе миçемӗш çӗнтерӳ ку сирӗн?
– Раççей чемпионатне ултă çул тăтăшах хутшăнатăп. Çак вăхăтра 5 бронза, кăçал кӗмӗл çӗнсе илтӗм.
– Коронавируса пула самоизоляци те пулчӗ, мӗнле çапла вăйлă хатӗрленейрӗр хальхинче?
– Самоизоляци вăхăтӗнче онлайн-тренировкăсем пулчӗç. Ман тренер Хусантан, Равиль Галиуллин. Александр Шадриков район ертӳçи чухне 2016 çулта мана ятарлă тренажер парнелерӗç. Килех кӳрсе пачӗç. Куллен 1,5–2-шер сехет тренировка тăватăп халь.
– Тренажерсăр пуçне эсир куллен йӗлтӗрлӗ çунапа ярăннине те астăватăп-ха. Кăçалхи хӗл сивӗ, пурпӗр ярăнма тухатăр-и?
– Тăтăшах тухатăп, район центрне йӗлтӗрпе кăна çӳретпӗр эпир.
– Килти ӗçе те çынна шанмастăр, платник ӗçӗ таран хăвăр тăватăр. Хуçалăхра тата мӗн çӗннине туса лартрăр?
– Çӗннине туман кăçал, выльăхсемпе кăна. Вӗсене алă çинче утса çӳресе хамах пăхатăп, ачасем, мăшăр Анжела пулăшаççӗ. Эпир мӗнпур ӗçе пӗрле тума хăнăхнă. Ак, паян ирхине Орелтан килтӗм те канса та тăмарăм, аслă ывăла Кольăна бадминтон ăмăртăвне (Çӗпрел район ертӳçин призӗшӗн. – Авт.) илсе килтӗм. Эпир çемйипех çӳретпӗр. Ак, мăшăр та, кӗçӗн ывăл Вовка та кунта паян.
– Чемпионат пек пысăк мероприятисене каймашкăн Хусана çитесси сирӗншӗн чăрмавсăр мар. Хальхинче пулăшакан пулчӗ-и?
– Пулчӗ. Район ятарласа машина пачӗ, киле пырса илсе Хусана çити ăсатса ячӗç, кайран çавăн пекех кӗтсе илчӗç.
– Хальхи чемпионатра спортсменсем нумайăнччӗ-и, Тутарстанран миçен хутшăнтăр? Чăвашсем тата пурччӗ-и?
– Чемпионата 20 регионтан пурӗ 200 ытла спортсмен хутшăнчӗ. Хусантан эпир 14-ăн кайрăмăр. Вӗсенчен ытларахăшӗ хула çынни, Хусантан, Элметрен тата Тюлячи районӗнчен пурччӗ. Ăмăртусене ялан пӗрле çӳренипе пӗр-пӗрне аван пӗлетпӗр. Кăçал икӗ çӗнӗ çын та пурччӗ, малти вырăна тухаймарӗç, çамрăкрах-ха вӗсем. Тутарстан сборнăйӗнче чăвашсенчен хам кăна. Чемпионатсенче кашнинче пăхатăп, чăвашсене пӗрре те тӗл пулман. Ку чемпионата акă 20 регионтан 200 ытла спортсмен килнӗччӗ, Чăваш Ен хутшăнмарӗ. Спортсменӗсем пурне пур та пуль-ха, тухаймаççӗ кăна-тăр.
– Хальхи ăмăртура миçе çынпа вăй виçме тиврӗ, хăш регион спортсменӗсем чи вăйлă соперниксем сирӗн?
– Чемпионатра кашни спортсменăн хăйӗн класӗ, виçе категорийӗ пур. Эпӗ коляскăра лараканнисен класӗн 65 килограмчченхи виçе категорийӗнче. 14 спортсменпа вăй виçме тиврӗ хальхинче. Мускавсем, Пермь тата Дагестан спортсменӗсем вăйлă.
– Кӗмӗл медаль çӗнсе илсен çывăх çынсенчен кама чи малтан шăнкăравларăр?
– Чемпионатăн икӗ кунне те тӳрӗ эфирта кăтартрӗç. Манăн çемье, пӗртăвансем, пӗлӗшсем икӗ кунӗнче те телевизор умӗнче пăхса ларнă. Çавăнпа эпӗ шăнкăравласа ӗлкӗриччен, хăйсем малтан шăнкăравласа саламларӗç.
– Çӗршыв ăмăртăвӗ вăл яланах Европа, Тӗнче чемпионачӗ умӗнхи тӗп тренировка. Хăçан пулаççӗ анлă ăмăртусем?
– Умра манăн тата икӗ пысăк чемпионат кăçал. Европа чемпионачӗ май уйăхӗнче, хăш кунта пуласси хальлӗхе паллă мар-ха, Алитус хулинче (Литва), Тӗнче чемпионачӗ сентябрьте Батумире (Грузире) иртмелле.
– Апла сирӗн канма та вăхăт çук, ыранах ăмăртусене хатӗрленме пуçламалла. Хатӗр тренировка программипе хатӗрленетӗр-и е кашнинче мӗнле-тӗр çӗнӗлӗх кӗртетӗр-и?
– Хатӗр программăпа мар, кашнинче мӗн-тӗр çӗннине кӗртсе хамăн вăйсăртарах енсене аталантаратăп. Вăрттăнлăхӗсем нумай кунта. 14 çул ӗнтӗ эпӗ алă вăйӗ виçетӗп. Пурте тӳсеймеççӗ ăна, нумайăшӗ пăрахаççӗ.
– Сирӗн те вăхăчӗпе алă сулас килмест-и?
– Çук. Спорта çав тери юратакан çын эпӗ, çавăнпа пăрахмастăп-ха.
– Алă вăйӗ виçме вӗренес шутлисем пур-и ялта, районта, пулăшу ыйтса килеççӗ-и? Сирӗн опыт пысăк, тӗрӗс вăй виçме вӗрентме пултаратăр.
– Питех çук çав, армспорта районта кăшт та пулин аталантарасси пирки район ертӳçипе калаçса пăхасшăн-ха.
– Питӗ аван пулнă пулӗччӗ, сиртен тӗслӗх илмелӗх пур. Çитӗнӗвӗрсем пире савăнтараççӗ. Çавăнпа сире сывлăх, иксӗлми вăй-хал тата Европăпа тӗнче чемпионачӗсенче те çӗнтерме ăнăçу сунатпăр. (А.Храмов сăнӳкерчӗкӗсенче П.Мускатинов Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе А.Храмовпа тата Аслă Аксу шкулӗн ачисем спортсмена чысланă самант).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев