Паян тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 135 çул
Паян тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 135 çул çитрӗ. Тутар литературинче унăн ячӗ тата пултарулăхӗ пӗрремӗш вырăнта тăраççӗ. Нумай пурăнман пулин те хăй хыççăн пуян еткер хăварнă. Унăн литература хайлавӗсене нумай чӗлхе çине куçарнă. Раççейре ăна нумайăшӗ тутарсен Пушкинӗ тесе палăртать.