Тутарстанра нацпроектпа обществăллă транспортăн 126 единицине туянӗç
Наци проекчӗсене Раççей президенчӗ Владимир Путин пуçарнипе 2019 çултан пуçланса пурнăçлаççӗ. Проект тӗллевӗсене патшалăх пуçлăхӗ «Май уйăхӗнчи» 474-мӗш указра йӗркеленӗ
2021 ҫулта Тутарстанра "Модернизация пассажирского транспорта в городских агломерациях" ҫӗнӗ федераллă проектпа общество транспорчӗн 126 единицине туянӗҫ.
Хусан агломерацийӗнче нумай вырăнлă 40 пысăк автобус илме шутлаççӗ. Çӗнӗ автомобильсем «Речной порт — Жилой массив Дербышки» тата «Ул. Можайского — Жилой массив Ферма-2» маршрутсемпе çӳрӗç.
Унсăр пуçне, Çырчалли тата Анат Кама агломерацийӗсем 68 автобус тата 18 трамвай туянма заявкăсем панă.
Ҫавӑн пекех çул ҫинчи вилеслӗхе чакарас енӗпе ӗҫсем иртӗҫ. Ун валли кăçал Тутарстан республикинче 20 ҫухрӑм яхӑн барьер хӳми, 2,5 пин ытла ҫул палли лартӗç. Унсӑр пуҫне, республикӑра 71 ҫуран çӳрекенсен каçмалли вырăнӗсене йӗркелӗç, ҫавӑн пекех 7 ҫухрӑм ытла çутă тăвӗç.
Наци проекчӗсене Раççей президенчӗ Владимир Путин пуçарнипе 2019 çултан пуçланса пурнăçлаççӗ. Проект тӗллевӗсене патшалăх пуçлăхӗ «Май уйăхӗнчи» 474-мӗш указра йӗркеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев